(пы̆џ̌ы̆р), подр. звуку, получающемуся при выжимании жидкости. СТИК. Çу хунă кĕленче пăккине чăмăртасан, унтан çу пăчăрр туса тухат. Изамб. Т. Кукли пит çулă пулсан, пăчăр-пăчăр çу тухат. || В удвоении то же, что пăч-пăч, пятнами, крапинками. Абаш. † Шор тотăрăн чечекĕ пăчăр-пăчăр тӳмме пек.
(пы̆џ̌ы̆р), рябчик, изредка — куропатка. А. Турх. Пăчăр — вĕçен кайăк, ашне çиеççĕ, ушкăнпа çӳрет. Кăвакарчăнтан кăшт пысăкрах, чăпартарах сăрă. Актай. Пĕр пĕрене çинче икĕ пăчăр ларĕ. (Чĕчĕ). Нюш-к. Пăчăр, чăхран пĕчикрех. Уна хĕлле уйра вăрă сапса серетепе тытаççĕ; пăчăр нумай килсен, тыр пулмасть. Якейк. Он лаши пăчăр пак мăнтăр. Шел. 51. Хăшне çĕре ӳкерсе пăчăр тĕкне татаççĕ. Сред. Юм. Пăчăр чôн тохаччин ĕмĕтленет, тет. («Каждый человек до смерти надеется». Послов.). Н. Лебеж. Килĕрен пăчăр. (Мунчала). Пшкрт. Пăчăрăн пырши токсан та виç кон порнасшăн. Чертаг. Пăчăр шăхăрать (о птице). С. Тим. † Тимĕрçенĕн аслă шыв, пăчăр ишсе каçаймас. IЬ. Пăчăр живет в поле. Чураль-к. Пирĕн ялта та хĕрсем пур, чĕп-чипер пăчăр пек, пăчăртасан, çу тухать.
имя мужч. Тораево. Пĕр çынăн Пăчăр ятлă тарçи пулнă.
Çавăн пекех пăхăр:
пăчăлантар пăчăлт пăчăлтат Пăчăнар « пăчăр » пăчăр çырли пăчăр куччи пăчăр-пачăр пăчăрăн пăчăра