(пил'эк'), поясница, талия. N. Вăсам мана пилĕк таран çĕре авăтса кӳртсе лартрĕç. N. Унтан тĕпĕр кунне виççĕмĕш ывăлĕ каять, тет, вăл вара пилĕк таран çитерет, тет (где трава по пояс). Юрк. † Аллисенче перчетке, пилĕк çумĕнче нухайкка. Ib. † Пилĕк тытса ташланă чух, икĕ каччă курĕç-ши? Икĕ каччă курсассăн, кăчăк туртса илĕç-ши? и пр. Ib. Пилĕк таран пĕшкĕнсе тăраççĕ. N. Пур çĕрте те пилĕкне тăсмасăр, кунĕн-çĕрĕн ĕçлет. Сред. Юм. Тыр вырнă чохне, апат çисен, пилĕк тăсас тесе, пăртак выртса çывраççĕ. Шорк. Пилĕк чăсас, отдохнуть и закусить (во время жатвы к вечеру). Б. Яныши. Эпĕ йăпăр-япăр чупса кайрăм та, пилĕк таран çĕртен чупса пуртăм. Сёт-к. Хăрах аллине пилĕке тытнă, хăрах тотине чăснă, çăварне карнă (молочник). Якейк. Ачасам, пилĕк кантарма лармала та поль! (Каçхи апат çима ларнă чох мăн çынсенчен пĕри калать). Ib. Ах, пилĕк касать-çке! (Боль до родов у женщин). IЬ. Арăмсен ача тăвас умĕн пилĕк каса пуçлать. Ib. Арçынсен пилĕк ыратсан, кулса: сан пилĕк касать-и мĕн, теççĕ. Ib. Пилĕкне чĕн-пыççи çыхса пыр (опояшься). N. Пилĕк тытни, схватки у беременных. N. Пилĕк тытать, пилĕк касать (кас касать, тăтăш касмас). Пазух. Кăçал илнĕ çĕнĕ-çын, тырă вырма тăрсассăн: çурла касмасть, теминччĕ, пилĕке тытса тăминчĕ. N. † Хамăр ялин ачисем хут çыракан тиек пек, пилĕке тытса çӳреççĕ (подбоченившись). Альш. Пилĕкĕсене тытса тăрать, стоит фертом. Ib. Пилĕк тытат (потуги у женщин). Тайба-Т. Пире çырнă çын хĕрĕ пилĕк çинçе, куç хура. ЧП. Пилĕкĕ çинçе пултăр, тет. Ib. Çинçе те пилĕкçĕм... Альш. Йинкĕшĕ калат: пилĕкĕм питĕ, питĕм шурă, шывран тăрă., çипрен çинçе; питме намăс кӳрес çук. Ачач 5. Пилĕкне унне хытăран та хытă касма тапратать. Н. Лебеж. † Пилĕк килĕ Çирĕклĕ, пилĕкĕсене тытса юлчĕç. С. Тим. † Пилĕк тытса ташлама çут пиçиххи кирлĕччĕ. N. Пилĕк таран тайăлса йăлăнни. Собр. Туман тиха пилĕкне ан хуç, теççĕ. N. Туман тиханăн пилĕкне ан хуç, теççĕ. N. Хăшĕ пилĕк çумне хĕстереççĕ, хăшĕ хулпуççи урлă çакаççĕ. БАБ. Пилĕкне хытă çых, ăсна хытă тыт. (Ку сăмаха хĕрсене калаççĕ). Альш. Пилĕке арçынсем пысăклăх (пиçиххи, кушак) çыхаççĕ. Урож. год. Пилĕкне хытă çыхать, ăсне тирпейлĕ тытать. Калашн. 8. Ак хаяр çилĕлĕ патшана çапла пилĕкрен пуççапса Кирипей калать. N. Пилĕкрен тарăн юр çинчен кайрăмăр. || Каша. † Купăсăр çийĕ сарă иккен, пилĕкĕ тĕлĕ хура иккен. || Перешеек. Орау. Атăл çинче ик утă (остров) пĕр-пĕринпе пĕр шурлă çинче пилĕкпе пĕрлешсе тăраççĕ (оба острова соединены узким болотистым перешейком). || Участок земли. Мункачи 42.
Çавăн пекех пăхăр:
пил пил ту пил-халав пилĕ « пилĕк » пилĕк çекли пилĕк черевелник Пилĕк юсман турă пилĕк-çурăм пилĕк-çыххи