, поçар, (пуз'ар, поз'ар), положить начало, быть инициатором, зачинать. Б. Олг. Той пуç калат: кĕçĕн кĕрӳ, йорла, ташла, сан поçарас полат (ты должен положить начало), тет. Якейк. Эс пуçарса пар тольăк, валалла хамăрах пĕлĕпĕр. Ib. Пор осал ĕçе эс пуçаран, сантан ял патях шар корса. Ib. Пирĕн ялта школ тума Микон Хĕлĕп пуçарчĕ. Кан. 1925-мĕш çулта, июнь уйăхĕнче, Тĕмер халăхĕ çав çĕре хăйĕн çине илес шутпа çĕр комиççи умĕнче ĕç пуçарать. Ib. Ку тупăшлă сутта коператив хăй пуçарсан пысăк усă пулмалла. Ib. Эпĕ: суртлас ĕçе кĕркуннех пуçарса ярсан аван пулĕ, тесе шутлатăп. N. Çырури сăмахсене ăнланас çĕрте те вĕсем халăх умĕнчен пуçарса пынă. Шибач. Хăшĕ поçарать (зачинает, инициатор). Пшкрт. Поçар, распоряжаться. Ib. Кам кона поçарса тумашкăн (распорядился, был инициатором). Хорачка. Ашшă валтан поçарса каят ĕçлеме, ачисем хыççăн пыраччă. Зап. ВНО. Пуçаракан (зачинщик) эс, сана касамата кайса ларма та çылăх мар. N. Пуçар = пуçла.
Çавăн пекех пăхăр:
пуçалу пуçана пуçаналă пуçаналлă « пуçар » пуçарт пуçару пуçару ĕçĕ пуçаруçă пуçарулăх