сетка, надеваемая на голову для защиты от укуса насекомых. Баран. 167. Çынсем пуçлăх тăхăнса пĕркенсе çӳреççĕ (летом в тайге, от насекомых). || Главарь, вожак, начальник, руководитель. Юрк. Пуçлăхсем ăна пит начар вĕрентнĕрен чăваш хушшине вĕрентме яман. || Дух родоначальника. Шел. 64. Ват карчăксем сăрапа, тĕрлĕ апат-çимĕçпе хирти хапха патĕнче ял пуçлăхне асăнса кив йăлапа хываççĕ; Кив-Ӳселшĕн кĕлтуса, ырлăх-сывлăх ыйтаççĕ. Тырра-пулла тутлăх пар, вут-кăвартан, чир-чĕртен сыхла ял-йышне, теççĕ. Унтан чăн чухăн çынна уншăн парне параççĕ. || Встреч. в соединении: сывлăх-пуçлăх, здоровье вообще. Альш. Вăл кайсан, эпĕ авланас шухăш тытрăм та: сывлăхăм-пуçлăхăм пур чухне авланса юлам, терĕм.
Çавăн пекех пăхăр:
пуçлă тутăр пуçлă туттăр пуçлă-вĕçлĕ пуçлă-вĕçлĕ ана « пуçлăх » пуçлĕ-вĕçлĕ пуçла пуçлам пуçламăш пуçламăшĕнче