(пӳлмэ), закром, сусек. Толст. Унта вăл (хлеб на мельнице) çăнăх пулать те, пӳлмене юхса анать. БАБ. Кĕлет тулли пӳлме пар, пӳлме тулли тырă пар. (Моленье ӳчӳк). С. Тим. Пӳлмене хурсан, пӳлме перекетне патăр. (Моленье). Собр. Сутта кайнă чух пӳлме пуçлăпăр, турă, пӳлме перекетне пар. Сред. Юм. Пӳлмере уярнă ôнта. В закромах пусто. Тюрл. Çĕн-çул çĕрĕ (в ночь на 1-ое января) хĕрупраçсем юмăç пăхаççĕ. Решуткана (пахча картине) хăлаç çитнĕ таран тытаççĕ те, пĕр хĕрринчен: пӳлме, пĕтре, мих, тесе шутласа тухаççĕ. Юлашки решутки пӳлмепе пĕтсен, хĕрĕн пулас упăшкин тырă таврашĕ пӳлмере тăккаланса кăна выртмалла; пĕтрепе пĕтсен (пĕтре = пĕтĕре — чăпта пек пысăк михĕ, çиппине темиçе хут пĕтĕрсе тунă пиртен çĕленĕскер), пĕтрепе анчах, сахалтарах пулмалла; михпе пĕтсен, тата сахал, мих таврашĕпе кăна ларкаламалла пулать, тет. ЧП. Пӳлме тĕпĕ. Ib. Пӳлмери сĕлĕ. || Перегородка. || Комната.
Çавăн пекех пăхăр:
пӳллĕ пӳллĕ-силлĕ пӳлле пӳлмe « пӳлме » пӳлмек Пӳлник пӳлтер пӳлчĕк пӳмилке