(сы̆ры̆, сŏрŏ), трутень (пчела). Календ. 1906. Сăр хурт çăмарти тăвакан амана сăрра кайнă ама теççĕ. || Большое крылатое насекомое, черное, блестящее (без надкрылий) живет, напр., в дуплах строений, жужжит (сĕрлет) на подобие шмеля, но голос ниже. Сред. Юм.
(сы̆ры̆, сŏрŏ), назв. реки, Сура. БАБ. Атăл урлă, Сăрă урлă çак ачана вĕрме, сурма ылттăн шăллă, кĕмĕл çӳçлĕ юмăç-карчăк килнĕ, вĕрет, сурат: тух куç! (Заклинание). Регули 1317. Сăрăн шу аслă мар. Питушк. Сăрă хĕрри татăлнă, варри анчах тытса тăрать, каçма юрамасть. См. сăр.
(сы̆ры̆), краска. Питушк. Сред. Юм. Сăрри кайнă. Слиняла краска. См. сăр.
(сы̆ры̆, сŏрŏ), серый. Т. II. Загадки. Хĕлле шурă, çулла сăрă. (Мулкач. Изимб. Т. Сăрă кушак (но здесь не говорят: сăрă лаша, а кăвак лаша. Какая разница между сăрă сурăх и кăвак сурăх?) Альш. Ку чăвашăн сăрă куç та хура куç, пур чакăр куçли те, анчах каллах сахал-тăр вăл. N. Сăрă шăлавар, сăрă карттус. N. Сăрă тутăр. См. карта. || Какая-то (серая) масть лошади. Шумерля. СПВВ. Сăрă лаша. Сред. Юм. Сăрă лаша, той же масти, что сăрă кôшак.
Çавăн пекех пăхăр:
сăр-сăр сăр-сухан сăр-хурт Сăр-шыв « сăрă » Сăрă ăсти сăрă çĕр шапи Сăрă çырми сăрă амăшĕ сăрă арлан