(сэрдэ), назв. раст., снить, aegopodium podagraria. П. И. Орл., Д. С. Серг. Сертерен яшка пĕçереççĕ. Абыз. Серте — снить. Ст. Чек. Серте, ветреница (растенне, кладут в варево). Çуркунне пултăран вырăнне яшка çине (салма çине) ярса çиеççĕ. Якейк. Серте, растение с белыми цветами. Сред. Юм. Серте; вăрманта пулать: юр кайнă-кайманах тухакан аван мар шăршăллă курăк, çуркунне ăна яшкана яраççĕ. Орау. Серте яшки; ватăлсан (т. е. серте) пит аванах мар. Ăна пултăран яшки пекех пĕçереççĕ. ЧП. Атя аппа сертене. Бугульм. † Атя, инке, сертене. — Серте ӳсмен, пымастăп. С. Айб. † Улăх серт — сар серте, анчах яшки шывакрах. ТХКА 75. Ирех вăрмана кайса пĕрер хутаç серте татса килеп. Якейк. Серте кокли. N. Серте яшки. N. † Ма каяс мар вăрмана, серте татма, уçăлма? Рак., Кайсар. № 67. Серте. Яшка çине ярса пĕçерсе çиеççĕ çуркунне çамрăк чухне купăста вырăнне. N. Чăвашсем серте яшкине юратса çиеççĕ.
Çавăн пекех пăхăр:
Серпи Серпине Серпинеш серпула « серте » Серте варĕ серте курăкĕ серте-çеçпĕл серте-перте серте-пултăран