(сэhэт), часы. N. Пĕр сехет иртнĕ (или: çапнă). Уже час (пополудни). N. Тепĕр чухне çурçĕр иртсе икĕ сехетре (-рэ) тин çывратăп. N. Çичĕ сехет иртсен, после 7 часов. N. Пилĕк сехет вăхăтĕнче, в 5 часов. N. Сехет вăнă иккĕре çĕрле. N. (Пĕр) пилĕк сехет вăхăтнелле пыр. N. Çав вунă сехет вăхăтнелле, вунпĕр сехетелле (около). N. „Грибоедăв“ Хусантан тухса Шупашкар тĕлĕнчен паян (надо: кĕçĕр) çĕрле, 11—13 сехетсем тĕлĕнче, улăхса каять. N. Ик сехетсем таврашнелле эп килте пулап. N. Ик сехет вăхăтнелле (часа в З) пирĕн патра пыр. Ик сехет енелле пирĕн пата (патра) пыр. Пĕр пилĕк сехетре пыр пирĕн пата. Трхбл. † Ай-хай пĕр аттемçĕм, пĕр аннемçĕм, сехетсерен асма килет-çке. Ст. Шаймурз. Тăхăрмĕш сехет çитсен, анне мана кĕнеке вулама хушрĕ. N. Кăнтăрла иртни 5 сехет çитсен. Сред. Юм. Ман сехетпе ôлт сехете ик минут çитмес, саннипе ôлт сехет те пилĕк минут (по моим часам столько...). Скотолеч. 32. Икĕ сехет сиктерсе пĕрре, раз в 2 часа. N. Ачи питĕ илемлĕ пулнă, вăл сехет тарăх ӳснĕ. Изамб. Т. Ту(л) çутăласси пĕр-ик-виç сехет пур. Скошолеч. 36. Чирлĕ сыснисене (больных свиней) çур сехетре пĕрре сивĕ шывпа шыва кӳртес пулать. N. Каçхине тăхăр сехет тĕлĕнче. Баран. 64. Кăнтăрла сулăнни çичĕ сехете яхăн иртсен. N. Миçе сехет-ши, пăх-ха. || Время, пора. Ходар. Çула-йĕре (в путь) кайнă чух, ыр сехет тĕлне ту. (Из моленья „чӳклеме“). Альш. Çак сехете ырă çынçăм пулччĕ (будь). N. Ах тăвансем-чунăмсем, сехетрен сехете асма килетĕр-ĕçке. N. Апла калать пулсан, юрĕ (хорошо),— ырă сехет тĕлне пултăр (в добрый час). || Часы. Кан. Çтена çумне çакмалли сехет, кăсяра чиксе çӳремелли сехет, алла çыхса çӳремеллисем, чукун çул сехечĕсем. N. Алла çыхса çурекенни пĕчик сехет. Юрк. Сехетне кăларса мĕн чухлĕ вăхăтне часах пăхса илет (быстро). Ст. Семенк. Санăн сехет миçере? У тебя который час? Орау. Сан сехет миçере? Который час у тебя? Ал. цв. 26. Пӳлĕмĕсенчи сехечĕсене пурне те шăп пĕр сехет кая туса ларта-ларта хунă. Ст. Шаймурз. Унтан вара сехет вунпĕр çапрĕ. См. сахат.
Çавăн пекех пăхăр:
сехĕрленӳ Сехвĕттин Сехветтин сехер « сехет » сехет ăсти сехет каликки сехет маякĕ сехет сайран сехет чĕлхи