(-бэ̆т), брызгать, плескать, ЧС. Хăшĕ витресемпе шыв йăтаççĕ, хăшĕ çуннă çĕртен кĕлтесене сирпĕтеççĕ. || Выгнать, выкинуть, разогнать. N. Сирпĕтсе кăлартăм. Выкинул. ГТТ. Сирпĕтсе кăларса ярăп. N. Вара эпир ерешмен каррисене таткаласа, ерешменсене сирпĕтсе янă пулăттăмăр. N. Учитĕлсем халăха вĕрентме тытăнкаланă: анчах вăл ĕçшĕн (за революционную пропаганду) вĕсене вырăнĕсенчен час сирпĕтнĕ (в дореволюционное время). || Разбрасывать. N. Чукун-çулсене таста сирпĕтсе янă (на войне). Чăв. к. Симĕс шăрçа сирпĕтрĕм, сентĕрене тивертрĕм. || Шевырять, отбросить. Çĕнтерчĕ 58. Кĕнчелине сирпĕтсе ярса. Толст. Халĕ эпир хытă пынипе лашапа урапана сирпĕтсе хăвартăмăр (отбросили). Трхбл. Мĕн çыпăçан? Ак сирпĕтсе ярăп! Что пристаешь? Вот швырну!
Çавăн пекех пăхăр:
сирпĕн сирпĕнтер сирпĕнчĕк сирпĕнчĕксем « сирпĕт » сирпĕтме сирпĕттер сирпĕтӳ сирпĕш сирте