звукоподр. Отсюда: тĕртлет.
толкать. Четырлы. Лаши тĕртсен кайса ӳкмелле. А.-п. й. 77. Пĕр йăвăç тĕмĕ айне пысăк шăтăк алтрĕ те арчана тĕртсе йăвантарса ячĕ. И. Тукт. Ну, ну, ут малалла! — чăртмаххăн аяккинчен чышкипеле тĕртрĕ конвоир Ульянана. N. Пăшала тăсса ятăм та, пуçне тĕртсе пенĕ пек кĕрслеттерсе персе ятăм, пуля тивнине куратăп, анчах вĕлермерĕ. N. Çăвара тĕртсе кăтартатпăр, вара тин пĕлеççĕ. N. Тĕртнĕ тĕртменех уçлаççĕ. || Ткнуть. N. Сăмах хыççăн сăмах çине пурнисемпе тĕртсе пырса вула-вула кăтартать. N. Макçăма хам пулсан тутине тĕртсе кататтăм. || Трогать. К.-Кушки. Эпĕ ăна пӳрнепе тĕртрĕм. Я тронул его пальцем. N. Пĕр-пĕр çын пурнипе тĕртсе кăтартнипех суйлама юрамасть. Тогаево. Асатте, асатте, эпир атă пăрипе тĕртнине хăмкла çыртни вырне анчах хорать, тет. Сред. Юм. Куçран тĕртсен те кормас. До того темно, хоть глаза выколи. || Черкнуть. Изамб. Т. Юрĕ. Эсир çапах кĕнекере тĕртсе хурăр (черкните, чтобы не забыть). || Направлять. Юрк. Вĕсем сылтăм енчен сулахай енне тĕртсе çырса пыраççĕ. || Говорить намеками. СТИК. Сăмахпа тĕртме пит ăста. (Намекать на недостаток, указывать на вину). || Иронизировать над кем-либо. Ст. Чек. Епле ку пире тĕртсе калаçать. Ачач 50. Вăл паян, сирĕн ята асăнса, темскер тĕртсе каларĕ. Ib. 45. Юри такама тĕртсе, тăрăхларĕ. || Внушить. СТИК. Кам тĕртрĕ-ши мана çав ĕçе тума. Ib. Кам тĕртрĕ-ши мана çавăнпа çыхланма. Черт меня дернул. || Подводить. Сл. Кузьм. 99. Ялти çынсем вăрттăн тĕртме тăрăшĕç, числама та пăрахĕç.
поджигать. ЧС. Çавăн чухне вут тухнине çын тĕртнĕ терĕç. БАБ. Йĕтĕн çурăмĕсене вут тĕртрĕ. Ст. Чек. Ун çуртне Миккул вут тĕртнĕ, тет. Орау. Ивана тĕртсе янă (подожгли). Ib. Хăй çухални пĕр-ик çул иртсен, халăхпа кайса çĕмĕрнĕ, тет, тĕртсе янă, тет, çурчĕсене. N. Ачасем утă урине вут тĕртсе янă.
ткать. N. Тăххăр хĕçĕпе тĕртнĕ пирĕн анĕ аслă, касасси-пӳкесси час пулмасть. N. Тĕртсе кăлартăм, тухрăм, пĕтертĕм. N. Эпĕ урампа пынă чух, хĕрсем улача тĕртетчĕç. Никит. Пир тĕртсе кăларса вĕçне каснă тĕле пулсассăн, вилетĕн, тетчĕç ват карчăксем.
Çавăн пекех пăхăр:
тĕрриях тĕррр тĕрсĕр тĕрст-терст « тĕрт » тĕртĕк тĕртĕм тĕртĕн тĕртĕнтер тĕртĕш