узкая лента, тканье. Абаш. Тĕртни (аркă вĕçне тытаççĕ). Якейк. Йăван карти йăвăçлăх, йăвăç шăнче çӳреме сентел масмак чăтас çок, тĕртни (самодельный) çине тăвас полать, вăл та полин чăтас çок, торат çаклатса йолмалла. ГФФ. † Крахян тĕртни тĕртет, тет, пăхать, тет те, макрать тет. Ăмма макран тесессĕн, тĕртни олшу полать, тет. Тĕртни олшу полмасть, тет, Микка ойăрса ярать, тет. А Аграфена, говорят, ткет, а сама все плачет. Когда скажут: „О чем ты плачешь?“ — Аграфена отвечает, что в тканье вышла ошибка. Но оказывается, не в тканье вышла ошибка, а Мика, говорят, с ней расходится.
Çавăн пекех пăхăр:
тĕртнĕç тĕртнĕç пăтти тĕртне хĕреллĕ тенкĕ тĕртне хĕрлĕ кĕпе « тĕртни » тĕртсе антар тĕртсе кĕрт тĕртсе ӳкер тĕртсе хур тĕртсе яр