(тэвэт, т’эвэт’), назв. женск. Убора — лента, украшенная монетами и надеваемая через левое плечо. Изамб. Т. Альш. Суллахай хул-пуççи çинчен сылтăм хулайне (чалăш) тевет (умра вуншар, çирĕмшер пуслăх кĕмĕл икĕ эрет, тата шăрçа пуснă, тата çавăнтах юнашартарах çиччĕ-саккăр, тенкĕшерлĕх кĕмĕлсем, çакăнса тăраççĕ, хыçалта нимĕнех те çук; тевете тăхăнмалла). ЩС. Тевет — широкая лента, перевешиваемая через правое плечо (шăрçа, нухрат, ял-тăрка, хурт-куççи). СПВВ. Тевет; хĕрсем хул çинчен çакаççĕ. Начерт. Тевет, лента, убранная бисером, коею препоясываются женщины, наподобие орденской ленты. Слеп. Тевет (чалăшла çакаççĕ; хор-поççиллă, тенкĕллĕ, хĕрлĕ сентелтен). Янш.-Норв. Тевет хĕрĕнчи шур, кукăр-макăрлă кăвак тытнă пукранка (тесьма). Теветĕн икĕ вĕçĕ пĕр çĕре сыпăнакан вырăнти „йыт пулли тĕрри пусма“ илсен, çав луччă тӳсекенччĕ-ха, теççĕ. Тевете хĕрарăмсем туй хĕр-çумми ларма çакса кайнă. Тевете сулахай хул-пуççи çинчен каялла туса çакса кайнă. Алших. † Тевет, тевет тиеççĕ, тевет çакки час пулмасть. N. Тевет, тевет тиетĕр, тевет сире çакланмас; сарă — хĕр, сарă хĕр тиетĕр, сарă хĕр сире çакланмас (не достанется вам, не попадет в ваши руки). Зап. ВНО. † Çуракине çитсессĕн, трр...и, трр...и! тăри сасси; хĕр вăййине тухсассăн, чăнкăр-чăнкăр тевет сасси. Ib. † Тевет, тевет, теветсем, эсир пурте пирĕншĕн, анчах телейшĕн кăна. Ib. † Тевет, тевет, тиетĕр, тевет сире çекленмест (не достанется); сар хĕр, сар хĕр, тиетĕр, сар хĕр сире çекленмест. Ск. и пред. чув. 69. Шăпкăр-шанкăр теветне хул-пуççи урлă ярать. Собр. 253. † Çийăм тулли теветĕм пур, сире халал тăвас çук, хĕвел карти пултăр-и! Кĕвĕсем. Ман теветри пилĕк тальăр — пилĕкĕш те пĕр манир. Байгул. † Тевет куççи, хурт-куççи, татса илмеллех килнĕ эпир. См. Золотн. 241.
яз. имя женщ. Рысайк.
Çавăн пекех пăхăр:
Теверпи Теверук Теверчен Тевеслу « тевет » теветке теветкел теветкелĕ теветкелĕх теветкеле