Шырав: тупăлха - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(тубы̆лhа), назв. дерева. Хурамал. Тупăлха, таволга. N. Тупăлха — жимолость. Пшкрт.: тобылҕа, таволга. Юрк. Тупăлха, таволжанка. Зап. ВНО. Тупăлха, кустарник; из корней его вьют черенья для плетей, отличается своею гибкостью. Ib. Ту-ту тăрăх тупăлха, турта тума юрать-ши? Альш. Лаши епле — тур лаша, турти епле — хурама, пĕкки епле — тупăлха. Ib. Шывăн леш аяккинче юн пек хĕрлĕ тупăлха. Ib. Тупăлха теççĕ тата, пĕкĕ аваççĕ унтан. Богдашк. Каччăпа хĕр хушшине тупăлха шăтса тухинччĕ. Ст. Шаймурз. † Тупăлха та турта, турă лаша. Ст. Ганьк. † Сарă-сарă тупăлха, сакăр çĕртен хуçăлчĕ. К.-Кушки. Сирĕн аллăрти туйăрсем тупăлха-и, çĕмĕрт-и? СТИК. Вăл ку тупăлхаран шăхлинчĕ тăват, шăхăртма тытăнат. N. Тупăлха, дерево, красное, как кровь, твердое, не режет нож (нухайкка аври). Ала 71. † Ушкăн кăна, ушкăн, ай, тупăлха, хĕрлисене суйласа касрăмăр. Байгул. Туртисене тупăлхаран тутартăм. Т.- И.-Шем. Вилнĕ çынна çуса тупăка вырттарсан, ун сулахай аллине тупăлха (scr. тупăлăха) тыттараççĕ; тупăлха пулмасан — йĕплĕ хулă, вăл пулмасан — хыт-хура е хĕрлĕ эрĕм тыттараççĕ. Вăл патака ак мĕншĕн тыттараççĕ; çынна пытарсан, ун патне шуйттансем пырса сырăнаççĕ, вилнĕ çын вара шуйттансене хăй патĕнчен çав тупăлха патакĕпе хăваласа ярат, тет. У каждого будто бы есть „тупăлха“, оно сильнее всех других растений для изгнания злых духов. Вилĕ-йăли. Тупăлха — род ивняка, очень жесткое дерево, даже, говорят, будто оно в воде тонет. Кора совершенно красная. На базарах бывают плетенные кнутики из „тупăлха“.

Çавăн пекех пăхăр:

тупăлă çар Тупăлка тупăлла тупăлта « тупăлха » тупăлха çырли тупăлхалăх тупăлча тупăм тупăн

тупăлха
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150