(тӳбэл’эш), драться, сражаться, биться. Нюш-к. Çуркунне ирхине чăхпа чăх тӳпелешсессĕн хаяр çын килет, теççĕ. Календ. 1904. Виç-тăват ача пăтавккасемпе чупса пычĕç, тет те, лаша пăхне тӳпелеше-тӳпелеше шăлса пуçтарчĕç, тет. N. Туйри этем, куракан тĕлĕнет те тилмĕрет, вăтанакан, хăракан тӳпелешсе сирĕлет. Т. Н. Загадки. Пĕр каска урлă икĕ автан тӳпелешет. (Икĕ куç). N. Тӳпелешсе пĕтмен-и вăл? Юрк. Вăсем çапăçнине ыттисем те курсан, часах тӳпелешнĕ çĕре чупса пыраççĕ те, кăсене чара пуçлаççĕ. Малтан чарма тытăннийĕн пуçне сăптăрса шăтарса пăрахнине курсан, ыттисем ăна шеллесе, часах хăйсем ялĕнчи лекĕр (доктор) патне тӳрлетме илсе каяççĕ. Чăв. й. пур. 9. Пĕр вăхăтра урамра Петтепе Енечĕм тӳпелешнĕ.
Çавăн пекех пăхăр:
тӳпелĕ тӳпеле тӳпелен тӳпелеттер « тӳпелеш » тӳпелештер тӳпелешӳ тӳпем тӳпеми тӳпемлет