ора, нога. N. Эпĕ, урана салтса, хăпарса лартăм сак çине, урасене кăмака чĕрçи çине хурса. Якейк. Ора посма вырăн çок. Негде ногою ступить. Альш. Ĕлĕк вăл (Етремен), ку енче те, леш енче те вăрман чухне, çын ура ярса пусса каçса каймаллаччĕ, тет. N. Виç урипе каялла чакса пырать, çăварĕпе, пĕр малти урипе çăкăр татăкне сĕтĕрет. Букв. 1904. Ура салтсах выртма пуçланă (больная). Алик. Ай, килеми, килеми, ура канли (кан'л'и) кӳтĕмĕр. (Свад. п.). Изамб. Т., КС. Атта çара уран тăхăнсан, ура хăпарать. Богдашк. Тăрăс, тăрăс ташлама тимĕр ура пулинччĕ. N. Ура алăк хушшине пулсан (если прищемишь), çын килет. Сред. Юм. Ĕнер-çиç чипер çӳретчĕ, паян ора çине те тăрайми чирлесе выртать. Вчера был здоров, сегодня уж и на ноги вставать не может. Ч. С. Ун чухне ачасем пит ӳсĕр пулаççĕ, урисем çине те аран-аран тăраççĕ. Урмай. Ури çăмăл юлсассăн, килес çул кайлах килĕпĕр; ури йăвăр пулсассăн, çич çулсăр та килмĕпĕр. Скотолеч. 13. Шыв е сĕлĕ пуринчен ытла малти урисене анать. Трхбл. † Аттепе аннене лартар-и, ик уринчен тытса тайлар-и. Альш. Ура салттараççĕ хĕве хупсан. Хĕрĕ каччинне салтать. Зап. ВНО. Ăçта каятăн, икĕ ура? — Тватă урана шырама. — Ăçта каятăн, тватă ура? — Ултă урана шырама. — Ăçта каятăн, улт ура? — Выртнă упана тăратма. (Çара-çуна). Изамб. Т. Пĕр урипе сиксе каят. Чăв. й. п. 31. Апат хытнă çăкăрне, лармасăр, ура çинченех (стоя на ногах) çикеленĕ. Н. Лебеж. Виç хĕл каçан вăкăрне шур парнене тытрăмăр; ури çинчен пусăпăр, ăна туй халăхне валли тăвăпăр. Сред. Юм. Õра сыраччин йôрласан, каç пôлаччин йĕрет, тет. (Поговорка). Хăр. Паль. 5. Акă Палля тĕлĕнчен пĕр уксах ача хăрах уранăн сиксе кĕвĕ. N. Если урине (у молодушки) курсан, вара пĕр мăшăр чулха илсе парас пулать кинĕн, е кĕрӳшĕн хунĕсем патĕнче. Беседы о землед. Пĕр татăк хытнă çăкăршăн та ураран ӳкиччен ĕçлетĕн. N. † Урасем пусрăм та, куçма хĕсрĕм — ухмах иккен хĕрĕрсем, сисмерĕç. N. † Савнă тантăш аса килнĕ чух ура çинчен (наяву) тĕлĕк куртăмăр. N. Ăна вара ура тупанĕ патне хурса тĕтĕмне кăлараççĕ. (Тĕтĕрни). Ст. Чек. Аллупа пар та, урупа çӳре. (Послов.). Пизип. Пĕр карта сурăх, пурте пĕр ура тăрăнче тăраççĕ, (Купăстасем). Юрк. Урисене пуçтарса ларсан (гуси)... Пшкрт. Молҕас' иҕоран ларза-да, хы̆лҕизäм анцак коры̆начы̆. М. Васильев, № 3,44. Пăхаç кăсем ирхине — тотар лаши орине тăсса выртнă (околела). Сред. Юм. Кошак ôри чоста, ман ôра тимĕр! Пĕчик ачасем çӳлĕ çĕртен сикнĕ чôх çапла каласа сикеççĕ. Орау. Ура çинчен янă. Futuit stans. Ст. Чек. Пӳрте кĕнĕ чухне алăкпа урана хупсан (прищемишь), хăна килет. N. Манăн урасам утми пулчĕç. Сред. Юм. Ора сырма кил! тесе, ирхĕне ирех хуçисĕм вырăн çинчен тăраччин пыракан çынна калаççĕ. Орау. Тухса кай кунтан халех; нихçан та ман килĕме уру килсе ан пустăр! Букв. 1904. Çырла вĕçĕ-хĕррисĕр, ура пусма та çук (негде ступить). Сред. Юм. Ора-ал пит ыратать. Руки и ноги болят. О сохр. здор. Урпсемпе тапкаланса выртма. Ст. Шигали, Цив. у. Унтан-куптан юлмин, пирĕнтен пит инçех мар, пĕр çын чупса килни курăнчĕ те, эпир лайăх пăхмасăрах урана кута лектерсе чупа пуçларăмăр (во весь дух). Альш. Ура хурса ӳкерес. Свалить, подставив ногу (= такăнтарса ӳкерес). КС. Орау. Хăй кулать, калаçать, ури çĕре перĕнмеçт. IЬ. Таçта çухалчĕ кушаккăм, аванччĕ. Урана чăссан, ура урлă сикеччĕ, тата, кайри урисем çине ларса, слушит тăваччĕ. Букв. 1904. Эпĕ вара урана çĕре тивретмесĕр (= тивертмесĕр) киле çитсе ӳкрĕм те, питĕрĕнсе лартăм (прибежал во весь дух). N. Ураран ӳксе, вырăн çине выртнă. N. Çав пичĕкен тĕпне ура тивмест; пӳ ярсассăн, пӳ çитмест. N Ватă юмансом те ӳкеççĕ, тет, ураран (валятся). СТИК. Чăхă урине хĕр-ача çисен, тĕрре пĕлмест, тет. Чув. прич. о пог. 229. Хур пĕр уранăн тăрсан. Если гусь стоит на одной ноге. || Доля, равняющаяся одной четверти заколотого животного. Сред. Юм. Миçе ора кĕтĕн? Çак çолсĕнче выльăхсене оралашса пусаççĕ; пĕр ора кĕнĕ полсан= 1/4 части коровы; çор ора кĕнĕ полсан= 1/8 части коровы; ик ора= 1/2. || Активный участник воровства, знающийся с ворами из других селений и помогаюпшй им воровать,в своей деревне. Якейк. Ялта япаласам çохалсан, вăррине пĕлмесен: ори ялта пор, теççĕ. IЬ. Хамăр ялти орине пĕлесчĕ.
омет. Н. Седяк. Улăм, утă купине, капан пек пулмасан, чăмăр пулмасан, ура теççĕ. М. П. Петров. Ура — длинная копна соломы. Зап. ВНО. Çапă ури (в Якейк. çапă копи), улăм ури. Альш. Улăм ури улт ура, улттăшĕ те пĕр ура. N. Улăм ури улт ура, ултăшĕ те пĕр ура; çакă ялăн хĕрĕсем ултăш-çичĕш пĕр окçа. N. Йĕс туя пек пĕвĕне улăм ури турăмăр.
ора, моток (ниток). Б. Олг. Çĕленĕ çип ори, особый, длинный моток ниток. Пус. Карăм, карăм çул çине, виç усламăçа тĕл пултăм, виçĕ ура çип илтĕм. Якейк. Пĕр ора çин парса ятăм. Ик ора çипрен, кĕрĕк ĕçлесен, кĕт анчах йолчĕ.
ура (воинское восклицание). Юрк. Çав çĕр пĕр салтакĕ çывăрнă çĕртен хăраса çиксе тăрать та, пăшалне илсе, пĕр еннелле: ура! ура! ура! тесе, пит хытă кăшкăрса чупа пуçлать. IЬ. Малтан кам: ура! ура! ура! тесе кăшкăраканнине те шыраса тупаççĕ. См. урра.
Çавăн пекех пăхăр:
урăхлат урăхлаттар урăхран урçа « ура » ура тăли ура туни ураçă ураççи ураçа