лошадь (у низовых обыкн. только в поазии). Букв. Курнă ута ан хапсăн. Не зарься на ту лошадь, которую ты увидишь. (Посл.). Пшкрт. Ут, лошадь. Альш. Ут мар. Регули 1125. Ут омĕ сарлака. Альш. Çеçен хирĕн варринче çич-çунатлă ут пур, тет. Йĕвен илсе кайса, тыт. (Хĕр йĕрри). К.-Кушки. Кушкă ялĕ аслă ял, пĕчĕкçĕ пĕвĕм шăнăçмарĕ, Таяпа ялĕ кĕçĕн ял, ут пек пĕвĕм шăнăçрĕ. Б. Ута пăхакан çуран çӳремен, ватта пăхакан выçă çӳремен, теççĕ ваттисем. Ст. Айб. Кĕçĕн-кăна çырма кĕмĕл кĕпер, тилхепине ан та турт, ут сиктер. Б. Хирлепы. Çакă туя киличчен, утсам натне каяс-мĕн, пĕр хĕр чĕччи тытас-мĕн. Регули. 303. Утсам оя ярса килтĕм. IЬ. Утсам яма каятăп; ярсан, килеп. Якейк. Йори калаçрăм хора хĕрне утсам панче (на ночевом) çăвăрма. Сĕт-к. Утсам панчи ачасам. IЬ. Утсам панче эп çĕрĕ-çĕрĕпех çурмасттăмччĕ (не спал). IЬ. Утсампа кай — ездить на кормежку лошадей. IЬ. Пĕчĕкрех чохне эп утсампа кайма пит юрататтăмччĕ. N. † Хура вăрман хыçне капкăн хутăм, хура утшăн марччĕ, тилĕшĕн. Никат. Утне çĕниман туртине. (Пословица). Обыкновенно формулируется: утне çитмен — туртине. N. Ыр ут полас тьыхаран паллă, ыр çын полас ачаран паллă. СПВВ. ЛИ. Ут — лаша. Регули 1322. Утра та пор, этемре те пор лайăх. IЬ. Авал ут аш (конину) çиса. Б. Олг. Кĕртĕмĕр, ута тăратрăмар; ут туартăмăр, кĕртĕмĕр Хӳетĕр патне. Б. 13. Ут тăвать те, вăкăр çийет. (Послов.). СТИК. Утсем валли çăлма каяп-ха (траву для лошадей).
от, ходить, итти, шагать. Зап. ВНО. Алупа парта, урапа (так!) ут. Ходар. Утимиччен (= утаймиччен) ĕçтерсе ӳсĕртсе ячĕç. Напоили до того, что она не могла ходить. БАБ. Вăсем (дети) пурте çулталăк çурăра утакан пулчĕçĕ (стали ходить), икĕ çул тулса, виççĕмĕш çула кайсан, калаçа пуçларĕç. Орау. Мур тутарри! хытă утса çӳресе, мана вăратрĕ! N. Çапла каланă та, утнă (пошёл) малалла. Утасси пулаймасть манăн. Я не могу ходить. N. Атя киле, упăшкам; атти лаши ула пур, ути-отми çитерет (кое-как довезет). Кан. 28. № 199. Киле сайра хутра-çеç хăй урипе утса тавăрăнать. Редко возвращается он домой на своих ногах (о пьянице). N. Хăй хуланалла утнă. Кратк. расск. 9. Иккĕшĕ те вара утнă ту çинелле. N. Пăхма çывăх та, утма инçе, теççĕ (Послов.). Череп. Эпĕр паян аллă çухрăма яхăн утрăмăр (прошли пешком; кайрăмăр — на лошади или в экипаже). N. Куртăмăр çил çунатлă урхамах; унăн пуçĕ пĕлĕте тивмест, ури çĕре тивмест; утни-юртни сисĕнмест; шыв пек, юхать, çил пек вĕçет. (Туй). Сред. Юм. Инке, ури утнă чух, утмăл витре сăра тунă. Хăр. Паль. 13. Лекĕр аллине сулларĕ те, ута пачĕ (и пошел). Регули 1525. Питĕ сумарччĕ (= сывмарччĕ), отма та полтаримасчĕ. Юрк. Юрĕ, калăп, тет те, ун патĕнчен хуçи патне утса каять. Хăр. Паль,. 24. Утарах парса, хăвса çитрĕ (нагнал). Янорс. Эпĕ, ик çола çитсен, отма та поплеме те пĕлнĕ, теççĕ. N. † Эпир утса тухнă вырăна (где мы прошли) ешĕл курăк шăтса юлмĕ-ши? Панклеи. Йăван патĕнче отса çӳрекен çок, опалянсах çӳреççĕ. Якейк. Çак эпĕр отса пыракан çĕрте (где мы идем) ĕлĕк çăва (кладбище) полнă. IЬ. † Пирн мочйиăн кил-хошши отмăл чалăш кил-хошши; отса çитсе тохсассăн, пирĕн çынах полăттăнч, пирн мочия йорăттăнч. Шибач. Отса каять. Шагом идет. К.-Кушки. Эсир утса каяр (шагом), ан чупăр. Юрк. Пĕре çапла, хулана лаша сутма кайсан, лашине сутсан, шăллĕпе иккĕш хула урамĕпе утса пыраççĕ. N. Отап-отап, тит, ниепле те вăрмантан тохимастăп, тит. Юрк. Ывăлĕ çапла каласан, киле кайма хушсан, амăшĕ те, пăрçа вырма пăрахса, килелле ута пуçлать. N. Мĕн пур çĕртек утан, çӳлтен вĕçен пурте пуçтарăннă, тет. Ал. цв. 5. Малалла утнăçемĕн ун умĕнчи çул аванланса пырать. Сред. Юм. Пит хăвăрт утнăçĕм, хама хыçалтан çын кăçкăрнине те илтмен.
бросать, кидать. См. ывăт. Б. Олг. Ут — бросать. Чураль-к. Пăхма çăмăл, утма явăр. (Кăвар). Панклеи. Йăлăм хоралçи опа патне пырчĕ те, опа çакăнне пăшалĕ-такмакĕпех тытса уттĕр. N. Хĕрĕ, пĕркентернĕ чухне, виçĕ хутчен пĕркенчĕкне çĕклесе ута-ута ярать. || Стрелять. Кильд. † Пасар варне ухă утрăм, сар хĕр çине полтăр, тесе. Пшкрт. Ăп пы̆жалβа с'ы̆нна утры̆м. ld. Куаҕала утры̆м-да, тыбиымäрэ̆м. ld. Пы̆жал удас, стрелять. ld. Утсäрдэ̆м, молҕас' выры̆н'н'ак вилзары̆ (вилзä-ҕары̆). || Ткать. Употреблять при тканье. Орау. Паяй пĕрре те утман, пирри-аври малалла каймаçть. Микушк. Вĕçне хăмач-çип утаççĕ (сурпан вĕçне). || Кивать. Шибач., КС. || Вскидывать (напр. ноги при пляске; о пляске в присядку чув. гов.: ларса ташлать, а местами — кукленсе ташлать). Атмал-к. † Эпир туя кайсассăн, утмăл çулхи стариксам ура утса ташлаççĕ. В. Олг. Отмăл çолхи карчăксам ора утсах ташлаччĕ.
неизв. сл. Отсюда: ут-кăвакал.
нечет. См. утă, ытă.
(ут), сено. См. утă. Никит. † Пирĕн çави вырăсла; ярса та ярса туртсассăн, валемĕпе валемĕ ут тухать.
Çавăн пекех пăхăр:
усыновление усыпать усыпить усыхать « ут » ут ашĕ ут кăшкар ути ут сĕлĕхĕ ут-кăвакал ут-кĕлетке