охмах, глупый; дурак. Юрк. Ухмах япала, кам валли унта ывăтатăн? пĕр-пĕр начар пурăнакан тăнанашăн пулĕ! Хăй умĕнче исправник тăнипе курсан, тĕлĕнсе, ун çине ухмах пек пăхса тăрать. IЬ. Ухмах япала! Сирĕн манран ыйтас пулаччĕ, эпĕ сире аш та панă путăттăм, тет хуçи: куратăн туша (тушу овцы) хӳме урлă ывăтса каçараймастăп. Т. М. Матв. Тĕллĕ, тĕллĕ тĕл ухмах, тĕлне пĕмен хăй ухмах. Б. 13. Ухмах хурапа шурра палламан. (Послов.). Никит. † Вĕтрен ухмах, хăй ухмах, карта çӳлли хăй ӳсет. IЬ. † Макçăм — ухмах, хай ухмах, четвĕрт эрех хăй илет. Улюн ухмах, хăй ухмах, куршак сăра хăй лартать. Хир-пось. Çакна ман пек ухмах çын та пĕлмелле. На что я дурак, и то это пойму. С. И. Ухмахăн курăнса çӳре. N. Пурте калаççĕ: ухмахăн пĕр ăç, теççĕ. Собр. Ухмах кутне тукмак кĕнĕ. (Послов.). Актай. Пĕр ухмаха пиллĕкĕн туртса кăларăн. (Шăма т...ак кăларни). Коракыш. Эсĕ ухмах пулнă (сглупил), санăн: çантăлăк усал, тесе, калас пулатьчĕ. || Глупость. N. Хам охмах пирки (хам охмах тăрăх) çапла полтăм еп. Это случилось (сталось) со мною из-аа моей собственной глупостп. || Иногда употр. в качестве присловья, для выражения изумления, соединенного с испугом. И. П. Т. Епле ăна кларас, кам пырса тытасси пур-ха? Унăн чунĕ те масар çинчех те, тем ухмах, пырса тытакана çавăнтах пăвса вĕлерĕ! (Питĕркке шăтăкĕ). Сред. Юм. Эпир ôлăха антăмăр та, ах тор, пире хăваларĕç (гнались) çав, охмах! (ă выговаривается протяжно). IЬ. «Õхмах» показывает испуг и в то же время удивление. Изамб. Т. Ул инçе çулта тем курăн, ухмах. СТИК. Ухмах. Вăт ухмах, çавăнта карăм та, чут шаккаса пăрахаччĕç; ухмах... çавăнтах пуçтарса хурĕç. (Ухмах здесь значения не имеет, употр. как присловье).
Çавăн пекех пăхăр:
ухлаттар Ухливан ухлопать Ухлюк « ухмах » ухмах тĕрĕ ухмахлă-ăслăллă ухмахлăх ухмахла ухмахлан