хом, волна, вал. N. Тинĕс хумĕ çапса ӳкернĕ пек, хытă юстарнă вĕсене. N. Хум çапса киме шыв кӳрте пуçланă. Орау. Шыв хĕрĕнче ларса хумпа килсе ӳкессе кĕтет ку çын укçана. N. Пиçсе çитнĕ вăхăтра ыраш тинĕсри хум пек хумханса выртать. N. Халь тинĕс хĕрĕнче тăратпăр, тинĕс мĕле хом ярнине пăхса. Шурăм-п. Шыври çĕлен хум ярса, хыттăн ишсе тухрĕ, тет. КВИ. Чӳхенеççĕ хумсем, çил улать, шăтăр-шатăр юпа авăнать... Играют волны, ветер свищет, и мачта гнется и скрипит... Ib. Тинĕс хумне çапмарăм, çăлтăрсене тивмерĕм, эпĕ ача сыхларăм, ун сăпкине сиктертĕм. Изамб. Т. Çырмара хум хумхана пуçланă. N. Хумсем çыр хĕрне тухаççĕ. Волны набегают на берег. N. Ăна хумсем çыран хĕрринелле кăларса çапнă. Альш. Кăвакарчăн шыв ĕçет, çуначĕпе хум çапать. Макушк. Пурçăн çунатлă шур хурчăка ик çунатне çапать те хум ярать. УМ. Çĕршыв тăрăх савăнăç хумĕ кĕрлет çĕклесе çынсене. || В удвоении — волнуюшийся. Сорм-Вар. Хум-хум кĕпер, хум кĕпер, хумханмасăр каçмарăм; çӳл-çӳл кĕпер, çӳл кĕпер, çӳçенмесĕр каçмарăм.
хом, подр. лаю большой собаки. Панклеи. Йытти старик килнине курсан: хум! хум! вилме кайнă пойса килнĕ! Пойма кайнă вилсе килнĕ! тесе вĕрет. Б. Олг. Хом-хом-хом вĕрчĕ! (грубо). Сред. Юм. Пысăк йытă хом! хом! туса вĕрет. Ib. Хом! хом! вилме каякан пуйса килчĕ, пуйма каякан вилсе килчĕ.
то же, что хăвăн. Регули 921. Порте хумпа-и? — Хамăнпа.
Хом, имя сказочного героя. Кр.-Чет. Хом ятлă çын порăннă. Онăн виçĕ арăм полнă. (Из сказки). П. И. Орл. Хум хĕрĕйĕн кĕпи чăпар. (Кăркка). Рак. Хум хĕринĕн пиççихийĕ кĕске. (Сулă).
назв. речки Хома (Ибресинск. р.).
Çавăн пекех пăхăр:
хулхулан хулчи хульт хуля « хум » хум çаппи Хум Вăтаяль хум крӳкеç хумă Хумăн