то же, что хытă, твердый. Шел. 63. Хăш пуянĕ, хыт пăрçа, тăрать вăрçса, харкашса. || Резкий, грубый. N. Тата хытрах калăттăм, хама йывăр килейрет. Янтик. † Çӳл кĕлет пусми — вĕт пусма, епле пусса кĕрем-ши? Ют сăмахĕ — хыт сăмах, эп илтмесен кам илтес? || Внимательно, старательно. Якейк. Ачасам йомах хыт итлеççĕ.
затвердеть, становиться твердым. Сĕт-к. Ыраш тĕшши полса çитнĕ те, хыта пуçланă, час вырма тохмалла. Юрк. Çул çине хытнă юр ирĕлмесĕр тăрсан... Лашм. † Йĕтĕн çеçки хытать пуль. СТИК. Хытнă юман. (Говорят о долго живущих стариках). Ск. и пред. чув. 94. Пăсăрлантар Сетнерне.: ĕçре хытнă аллипе ан хапсăнтăр çын хĕрне. || Переносно — привыкать. N. Эпĕр топперĕ хытса çитсе, никкаккой храсси ăша та кĕмест. || Пригореть. Юрк. Чукун çинчи те пăтти пĕр пӳрне хулăнăш хытса каят. Тĕпĕнчен те хытат. Эпир çур. çĕршыв 23. Çĕр хытсах пырать, тислĕкпе çемçетнине юратать. || Об облаках. Б. Олг. Çанталăк ояртат полĕ, пĕлĕт хытма поçлат, вĕрлĕкленет, кашталанат. Череп. Пĕлĕт хытат — как бы сохнут, отходят выше (облака). || Затвердеть после вымочки. К.-Кушки. Арки вĕçĕ хытнă иккен. N. Картусĕ те хытнă иккен, атти кĕлли хăпнă иккен. Кан. Тарпа хытса кайнă тăлисене те çавăнтах типĕтет. Изванк. Пĕр вăрăм хытнă кĕрĕк (заскорузлую) тăханчĕ, хул хушшине тепĕр çĕлĕк хĕстерчĕ. Орау. Унăн тумтирри те тир тăвакансен пек хытса çуталса ларнă. || Окоченеть (о трупе). Альш. Ку тăшмана хытса кайсан, салтса илет, тет те, икĕ аллине икĕ мăйракана тыттарать, тет. || Замерзнуть. Ала 27. Хайхи офицер алăк питĕрме тухнă та, аллине тӳрех алăк хăлăпĕ кĕрсе кайнă, тет те, аллисем вара çилĕмпе çыпăçтарнă пек çыпăçса ларнă, тет, çавă офицер вара çĕрĕпех çавăнтах хытса тăнă тет. Якейк. Картара хытса выртнă. Замерзло в карде (животное). || Умереть. Альш. Якейк. Çын вилсен колса: хытса выртнă вăл, теççĕ. || Потерять чувствительность, лишиться гибкости, отупеть (окаменеть). N. Чун хытса çитрĕ. N. Ури хытса ларнă. Он не владеет ногой. N. Кĕсле-купăс калакансем те нумайччен каламасăр пурăнсан, пурнесем хытаççĕ, теççĕ, вара вĕсем ĕлĕкхи пекех таса калайми пулаççĕ. Сред. Юм. Пӳрнисем авкаланаймаç те, чыстиех хытса ларнă (от холода пальцы не действуют). А.-п. й. 70. Пуян арăмĕ хăранипе пĕр вырăнтах хытса тăрать. Ст. Чек. Ку хăраса хытса каят те, хăйне мĕн пулнине каласа парат. N. Вар-хырăм веç хытса ларса. || Забываться. Шарбаш. Ваççан аякра пурăнса чăвашла чĕлхе хыта пуçланă, тет. || Стариться (о пиве). Пшкрт. Сăра хытат (стареется). || Стать недоступным. N. Вăрман та хытса çитрĕ, тесе, хуйхăрнă старик. || Скупиться, скряжничать. N. Ытлашки хытса пурăнса, апат та çиместĕн-çке эсĕ. КС. Эпĕ кăçал питĕ хытса пурăнтăм: хĕлле ĕçкĕ туман, хам та хăнана каймарăм, кĕркунне хамăн пусса çиес выльăха та пусса çимерĕм. Вишн. 60. Çавăн пекех лашасене те йăвăр ĕçленĕ чух, е йăвăрпа çула çӳренĕ чух, хытса туса тăма юрамасть. N. Ма илместĕн ку япалана, хытса тăратăн (скупишься). В. С. Разум. КЧП. Хытрĕ-хытрĕ пĕр пуян, çапах пуйса çитеймерĕ, укçине хураха парса ячĕ. N. Çынсем пек хытса пурнаймарăм. Сред. Юм. Хытнă — 1) стал скупее, 2) затвердел, З) помер (в насмешку).
Çавăн пекех пăхăр:
хыскача хысма хысмалан хысна « хыт » хыт çĕмĕртлĕх хыт çи хыт çилĕ хыт кăкар хыт кăрăç