звукоподр. N. Çийĕнчи тумтирне чар çурса пăрахнă. Сюгал-Яуши. Ман хайхи çĕтĕк алшăли çакланать те, чар-чар чĕрлет. || Яргуньк. Ай-ай хĕвел чарах пĕçерет-çке (сильно). || Встр. в сочетании: чăр-чар.
царь. N. Чар Иван чухнехи пулĕ ку (старинное). Тюрл. Чар Иван чухнехи япала (древняя, при царе Иване). Сред. Юм. Чар Иван чухнехи, очень старинный.
(чар), бедро. Пшкрт.
неизв. слово. Отсюда: Чарпуç.
широко раскрыть, таращить, пялить, расширить (глаза). Юрк. Куçĕсене чарса хăраса пăхса тăрат. Мĕскĕн Антон. Куç-пуçĕсене салатса чарса пăрахнă. Изамб. Т. Унтан куçне чарса пăхсан сухапуç йĕрне курнă. Альш. Эсĕ куçна хытă чар, иккĕшне те. Никит. Сарă хĕртен иртнĕ чух куçа чарса пăхса ирт. В. Олг. Коçна мĕн чарса пăхатăн, мана çиленсе пăхатăн. Хорачка. Коçне чарса пăрахса пăкат. Пухтел. Çăлтăрсем куçĕсене чарса пăрахнă (в ясную погоду). || Растопырить (пальцы). N. Пӳрнесене чар. Ст. Чек. Чарас = сарас.
остановить, задержать. А.-п. й. 85. „Чар, Иван, салтаксене, нимĕскер те тумастпăр сана“. Анчах Иван салтаксене юриех чармарĕ, тет. Ib. 71. Хай хуçа кашкăр тĕлне çитет те, ямшăкне лашисене чарма хушать. Ib. 19. Никам килесрен те хăрамасть пăшаллă этем, çавăнпа та йыттине нихăçан та вĕрме чармасть. Собр. Тухнă чухне кинин (у молодушки) урине виçĕ хутчен тытса чараççĕ. Регули 85. Эп паян каясса вăл кисе чарчĕ. N. Ку упа тусăн ĕçне пĕрене кăна чарса тăрать. Юрк. Чăвашĕ те хăне çапла чыкан арăмĕ аркинчен тытса чарнине курсан: сана мĕн кирлĕ, тесе чăвашла ыйтса пĕлет. Кĕвĕсем. Çĕр сумлăх хĕр илсессĕн, тытса чарма вăйăр çук. И. Тукт. Лаша аяккалла сиксе ӳкрĕ, анчах старик ăна çавăнтах тилхепинчен туртса чарчĕ. || Ставить (лошадей). Альш. Унта ытти тырă тиесе пынă çынсемпе пĕр тĕлелле чараççĕ лашисене. Изамб. Т. Лашине анин аял пуçне чарчĕçĕ. Поставили лошадь на нижнем конце загона. || Мешать. Букв. Чĕмпĕре çитсен анса çуртсене пăхса пыма чарĕ тесе, эпĕ çыхтармарăм. Юрк. Чĕмпĕре куçнăранпа нимĕн япала çырман халĕ, те масар тытăнаймастăп, паллă килте ача-пăчасем те чараççĕ. N. Сире укçа чарать-им? N. Мана çыру çырас тĕлĕшĕнчен чарас япала та пулман. Кн. для чт. 31. Карташĕнчи курăк çинче япала кустарсан та чараканĕ çук. Кама 8. Пирĕн чĕлхе çук-им? Ма чаран калаçма. || Унимать. Юрк. Кĕсем çапла çапăçнине тепĕр çын курсан, вĕсем патне чупса пырса тытăнать вĕсене чарма: пĕрне те, тепĕрне те çапма ирĕк памаст. ГФФ. † Качаки тохрĕ чармашкĕн. А коза ее (собаку) унимает. || Запрещать, воспрещать. N. Апла пулсан та, лашасене кантарарах тытма шухăшламаççĕ. Кирлĕ-кирлĕ мар ĕçсемшĕнех ăçта килчĕ унта хăвалаççĕ. Кун пирки Андроновпа сăмах хускатсан вăл тӳрех: „Эпĕ чараймастăп!..“ — тесе ответлет. N. Çын чĕлхине чарас çок. Ст. Шаймурз. Çав вăрмана каснăшăн никама та чармастчĕç. N. Курăк-çаран чарса (когда запретили пускать скот на луга) икĕ эрнерен килсе пăхнă чухне питĕ лайăх, тикĕс, çăра ӳсетчĕ. Эльбарус. Ун чохне çарансене чарман, анчах чарасси патне çитсе пынăччĕ. N. Эрехрен, сăраран чарса та чарăнмастпăр. || Прекратить. Ой-к. Ман пата пĕр вилнĕ çын килет те, çавна темле чарас килессе, тенĕ. || Отказать. Букв. 1904. Вăл хăйĕнчен япала ыйтакана пĕртте чарман, çук çынсене пит пулăшнă. || Защищать. О сохр. здор. Тата вĕсем (деревья) вут-кăвартан та пăртак чараççĕ. Ib. Сивĕпе пăсăлас мар тесен, çуркунне çăпата та тăхăнас пулмасть, вăл нихçан та шыва чараймасть.
Çавăн пекех пăхăр:
чапта çап Чапун чапчур чапчушка « чар » Чар пӳрен чар пӳренĕ Чар хули чарăл чарăлтар