стучать. || Шелестеть. N. Анчах пĕр чинар йăвăççи çулçисем шăкăлтатни анчах илтĕннĕ. || N. Шăкăлтат (о буферах вагона). || Тихо и дружно беседовать. Тюрл. Вот он килнĕ хăнисем, пит лайăххăн шăкăлтатса лараççĕ (мирно говорят). Изамб. Т. Шăкăлтатса калаçаççĕ, чинно разговаривают. Менча Ч. Малтан ытла ырă шăкăлтатса калаçаççĕ. Ĕçсе усĕрĕлсессĕн, вăрçаççĕ, пĕр-пĕринпе ятлаçаççĕ, çапăçаççĕ. Унтан нумай та пулмарĕ, кĕç шăкăлтата пуçларĕ. СПВВ. ЕС. Пĕр-пĕринпе лайăх, вăрçмасăр пурăнсан: унăн çемйи шăкăлтатса пурăнать те, епле вĕсен ĕçĕ малалла каймĕ, теççĕ. Изамб. Т. Шăкăлтатса пурăнаççĕ. Мирно живут, согласно. Ст. Ганьк. Çав пăхăр çăмартаран тухнă хур чĕпписем шăкăлтатса калаçса пурăннă пек, Яккупа Улюкка шăкăлтатса пурăнччăр. ТХКА 82. Тек авланма шутламастăп. Шăкăлтатса пурăнатăп ачасемпе. НТЧ. Шăкăлтатса пурăнмалăхне пар. (Из моления).
Çавăн пекех пăхăр:
Шăкăли шăкăлт шăкăлт-шăкăлт шăкăлт-шакăлт « шăкăлтат » шăкăлтаттар шăкăлти шăкăлти-макăлти шăкăлти-шакăлти шăкăлтик