подр. звонкому звуку при стуке. Ходар. Пукрав иртсен тепĕр кунне харпăр çĕрте чӳречерен: „Эй, хуçи пур-и!“ — тесе шан-шан-шан тутараççĕ: — „Пирĕн пата сăра ĕçме пырăр!“ — теççĕ. (Шан — сотрясение стекол от удара по раме). Альш. Хура вăрман варринче шан-шан вутă касаççĕ (звонкий, отдающийся в лесу звук). Утăм. 1928, 77. Мунча патне чупса çитет те, хăма крышша чăмăрпа пĕрре пĕтĕм вăйпа шан! тутарать. Толст. Вирлĕ пынипе лашисем хăйсен хапхине шан! пырса перĕнчĕç, тет. Букв. 1904. Хураçка çăтăр-çатăр, çуни-мĕнĕпе кĕлет айне кĕрех карĕ. Манăн пуçа кĕлет пĕрени çумне шан! тутарса хăварчĕ. Çутт. 20. Пусă хапхи шан тăвать. || Подр. звону. Альш. Чиркӳ старасти патне кайрĕç иртсе (проехали). Чан çапат çинçе кăна сасăллă: шан! шан! тутарать. N. Лаши отнă майĕпе шанкри шан-шан туса пырать. Орау. Сехечĕ паян, шанн тăвать, бьют часы. Шорк. Вăрманта шанн-шанн вотĕ касаççĕ. Ib. Вăрманта шанн çатрака хуçаççĕ. N. Пăшал сасси шанн (шăнн) туса карĕ (выстрел в лесу).
вянуть, увядать, блекнуть, поблекнуть, становиться дряблым, хилеть. N. Курăк шанса карĕ. И. Тукт. Пахчари чечек, сарăях çеçке, кĕрхи сивĕпе шанса кайрĕ-çке. Ирч-к. Шанмашкăн хотăм, повесил вянуть (о табаке). Б. Олг. Ах, тырă шанса кайрĕ оярпа. (Гов. и о человеке). N. Чурт килет, тет, шаннă, тет, ах! тесе калать, тет. N. Шăл шанни, оскомина.
(шан, Пшкрт: жан), верить, доверять. N. Тикĕс çула та шанах ан пĕтер. Сред. Алг. Шанмасан, тухса пăхăр. N. Вĕлериччен малтан: сана вĕлеретпĕр, тесе каланă, теççĕ, анчах вăл хăратнине шанман, теççĕ. N. Камсем ĕçне пĕлмесĕр шанман пирки вăрман хуралçине арестовать тунă. N. Çак тăшмансене эсир тантăш тетрим (= тетĕр-им), хирĕç тăрса сăмах манас тетрим. Альш. Ку юрăсене эп юрламăттăм, чунăм чухлĕ шанатăп кăмăлра. Ib. Юратать ăна вăл, сăмах шанать. Янтик. Ну, чее вет у! Чĕлхипе çăвать анчах, такам та пĕр 100 тенкĕ шанса памалла. Регули 706. Кона шанмалла, ĕненмелле кона. || Надеяться, рассчитывать, ожидать, полагаться. Букв. 1900. Йыттăн хӳри кукăр, ăна шанма çук. Регули 683. Шанмалли çын çок. Ib. 1371. Шанарах тăрать сан çине. Вишн. 60. Хăшĕ-хăшĕ çула-мĕне кайнă чух çул çине пĕр курăк çине шанса тухаççĕ. Орау. Ват лашана шанса кӳлеççĕ. П.-Сорм. Çак Юман паттăр хурал тăчĕ-тăчĕ, тет те, карĕ, тет, пăрахса çывăрма. Иван Суволов калать, тет: куна шанса пулмарĕ, тесе. Тăв. З6. Карук ун пек çын мар. Кирукне хуть шансах пăрахмастăп. N. Шаннă кайăк йăвара çук, теççĕ. N. Шаннă йăвара кайăк çук, теççĕ. В том гнезде, на которое рассчитываешь, не найдешь птицы. N. Ачи-пăчине шанакан хăрах куçлă пулнă, тарçине-тĕрçине шанакан сĕм-суккăр пулнă, тет. Кто полагается на своих детей, сделался кривым; кто полагается на работников, тот совсем ослеп. (Послов.).
большая деревянная кадка, употребляемая при пивоварении. N. Шан — сăра йохтараканни. Изванк. Салат-хăмласенчен пĕр пысăк шан сăра юхтарчĕç. Ст. Айб. Ăçта каятăн, хура кут; эпĕ те пырам, шăтăк кут. (Шанран ăсла юхни). Т. II. Загадки. Ăçта каятăн, хура кут? — Эпĕ те пыратăп, шурă кут. (Сăра хуранĕпе сăра шанĕ). Собр. Кăçта каян, шăтăк кут? — Эпĕ те пырам, хура кут! (Хуранпа шан). N. Шан, вроде глубокого корыта, делается из толстого дерева, нутро коего вынимается; оба конца забиваются досками, в одном конце оставляется дырочка для вытекания сусла. || Чан. Кр.-Чет. Старик тир туса пурăннă. Пӳртĕнче З пысăк тир шанĕ ларнă. Альш. Тикĕт шанĕ. || Фамильное прозвище. Хир-б. Шан Йăван. || Встреч. в загадке в неизв. знач. N. Шан касай? — Вăл та пулин мăрье.
Çавăн пекех пăхăр:
Шамшар вăрри Шамшар ой Шамшар поç Шамшар тăрăх « шан » шан патакки шанăç шанăçлă шанăçлăн шанăçлăх