может быть, возможно, авось, наверное, вероятно, пожалуй. См. тен. N. Шет = тен. Трхбл. Шет, тата пĕрер сехет çывăрнă пулăттăм. Юрк. Ярăмах та ярăм тăм шăрçа, шет мерченех тесе ыйтаççĕ. Баран. 88. Тăман та чарăнĕ шет, пĕлĕт те уçăлĕччĕ. Альш. Атте-анне пахилĕ халь çитсессĕн, шет пулмăпăр-ши эпир те кил пуçĕ. N. Ир те, каç та турра, ай, кĕл тусан, шет памĕ-ши пире пĕр тура. Образцы. 58. Çӳренĕ те çулсем такăр пулсан, шет çӳресе пулмĕ-ши çулсене. Калаçнă та сăмахсем вырăнлă пулсан, шет калаçса пулмĕ-ши сăмахсене. Бугульм. Шет йывăр пуль çул пуç пуласси... Лашм. Çамрăк пуççăн вата, ай, юлсассăн, шет йăвăр пуль çурт пуçă тытасси. Ib. Кӳршĕ хĕрĕ пит хитре, пире илме юрамасть; пире илме юрасассăн, шет каймăттăм ют яла. Бугульм. Пӳрт хыçĕнче шур хурăн, хăйлăх тума юрамасть, хăйлăх тума юрасан, шет каймăттăм вăрмана. || Часто соединяется с вопросительными частицами. Ст. Чек. Шет çук та пуль-ха? СПВВ. Шет кансĕр-тăр апла? Ib. Шет эп каланине турăн-ам? Что, брат, небось, по-моему сделал! (т. е. пришлось же тебе последовать моему совету). С. Дув. Чӳречĕрсем çинче урташ йывăç, шет авăнмĕ тесе пĕлетрĕм? ЧП. Алăкăр умĕнче çут кӳлĕ, шет кăвакал чăмĕ, тесе пĕлетрĕм? || Очень. N. Шет = пит. N. Кӳммешĕнче кулянса Унерпи шет кӳлĕшет. СТИК. Шет хытă тиврĕ! || Постоянно. N. Шет = шав. N. Икĕ тарçă, Силемпи, шет чупаççĕ юмăçа. || N. Шет = шăлт. N. Пирĕн вăйя куракан шет тăкăнать куççулли.
Çавăн пекех пăхăр:
шесть шестьдесят шестьсот шестью « шет » Шетĕшки шетерик Шетерик вар Шетмĕ Шетмĕ вăрманĕ