(х̚аjар), назв. духов. Аттик. Çĕрле çӳрекен ыр-хаяр, кăнтăрла çӳрекен ыр-хаяр, çакна ĕççе-çисе кайтăр. (Из наговора против «лăп-лап). Цив. Е... ха... мĕн!!! ыр-хаяр çакланнă-çке-мĕн сана! (Из записи А. Етрухина «Чăваш чирĕ», 2) Следующий отрывок взят из не оконченной рукописи М. В. Шевле «Авалхи чăваш ялисем» (1907 г.). Авалхи чăвашсем, Христос тĕнне кĕнĕ пулин те, хăйсен тĕнне хытă тытнă, ăна халĕрех-çих пăрахнă. Авалхи чăвашсем ĕненнĕ тăрăх пĕрех турă пулман, вĕсен турăсем тăхăр ушкăн пулнă, кашни ушкăнĕнче тăхăршар турă пулнă. Вĕсем пурте пĕртан пулман, первайхи ушкăнрисем аслисем пулнă, иккĕмĕш ушкăнрисем кĕçĕнтереххисем, виççĕмĕш ушкăнрисем тата кĕçнерехисем пулнă, такки çапа еречĕпе пынă. Тăта кашни ушкăнра уйрăм асли пулнă, ун хыçĕнчен кĕçнерехисем пулнă. Çапа ĕнтĕ пирĕн авалхи чăвашсен турăсем тăхăр ушкăн пулнă, кашни ушкăнĕнче тăхăр турă, мĕн пурĕ 81 турă. Вĕсен хушшинче аслисем, кĕçнисем пулнине астусан, вĕсем 81-те турă пулман пулмалла, вĕсен хушшинчен нăмайĕшĕ святой пеккисем, ангел пеккисем-çих пулнă пулмалла, анчах ĕлĕкхи вавашсем вĕсене пурне те пĕрле турăсем тенĕрен, эпир те турăсем тейĕпĕр. Кашни туррăн хăй пăхса тăракан япала пулнă: Акă вĕсем: 1) Таса пĕр турă, пуринчен асли. 2) Пӳлĕхçе, пĕр турăран кĕçни. З) Тур-Амĕш. 4) Пихампар, пĕтĕм çынсене пĕлсе тăракани. 5) Хĕрлĕ-Çыр пĕртак пурнарахпа Св. Николая пĕлтернĕ, ĕлĕк тем тăвакан пулнă, паллă мар. 6) Çĕр-Йыш. 7) Çĕр-Ашшĕ. 8) Çĕр-амĕш. 9) Çĕр Сулу, çĕре сулса парсан илекени. Кама та пулин çиленсен, илĕ вăрççан, таса çĕрте вăрçнине каçар, манан (siс!) ан шыра, çавăнтан кайса шыра тесе тухса çăнăх вĕçтернĕ. Иккĕмĕш ушкăнĕ. 1) Ывăл-хĕр çуратакая турă. 2) Ывăл-хĕр çуратакан амĕш. З) Ывăл-хĕр çуратаканăн Пӳлĕхçи, тоже пĕлсе тăракани. 4) Хунхаççи (так и в черновике рукописи), ӳсен япаласене хуяаттаракани пулнă пулмалла. 5) Хумхаççи, хумхантарса лартакани. 6) Вĕри хĕвелтен сыхлакани. 7) Çил-ашшĕ. 8) Çил-амĕш. 9) Тăвăл çил çӳретекени. Виççмĕш ушкăн. 1) Тыр-пул çуратакан турă. 2) Тыр-пул çуратакан амĕш. 3) Тыр-пул çуратакан Пӳлĕхçи. 4) Выльăх-чĕрлĕх çуратакан турă. 5) Выльăх-чĕрлĕх çуратакан амĕш. 6) Выльăх-чĕрлĕх çуратаканăн Пӳлĕхçи. 7) Вĕлле хурт çур такан турă. 8) Вĕлле хурт çуратакан амĕш. 9) Пӳлĕхçи. Тăваттăмĕш ушкăн. 1) Хăмла хăпартакан турă. 2) Хусанта аслă алăкра выртакан ырă. З) Сĕвере выртакан ырă. 4) Шупашкарта выртакан ырă. 5) Аслă (илĕ кив) киремет. 6) Аслă Киремет Ашшĕ. 7) Аслă киремет Амĕш. 8) Аслă киремет хаярĕ. 9) Тӳр-кĕлли. Хусанти, Сĕвери, Шупашкартн ырă, тесе, святой ӳчĕсене каланă пуль. Киремет тесе çынна тытса хутлакан турра каланă, вăл пит усал пулнă, ăна тул çăнăхĕнчен сарçупа çăрса юсман туса панă. Киремет хаярĕ, киремечĕ хушсан, пырса хутлакани пулнă. Тӳр-кĕлли тоже çавăн майли пулнă. Пиллекĕмĕш ушкăн. 1) Çĕнĕ киремет. 2) Çĕнĕ киремет ашшĕ. З) Çĕнĕ киремет амĕш. 4) Çĕнĕ киремет хаярĕ. 5) Çил çунач. 6) Çил хаяр. 7) Хĕвел ашшĕ. 8) Хĕвел амĕш. 9) Хĕвел çунач. Улттăмăш ушкăн. 1) Çĕр-шу кĕтен. 2) Уй пăхакан. З) Шыв вăтăш. 4) Итем сыхчи. 5) Хĕрт-Сурт. 6) Турă умĕнче çӳрекен. 7) Хĕрлĕ-Çыр ырри. 8) Кĕлĕ алăк умĕнче тăракан. 9) Кĕлĕ алăк уçакан. Çиччĕмĕш ушкăн. Ку ушкăнта таврари ырăсене асăннă, çавăнпа эп кунта хамăр таврари ырăсене çырап. 1) Хыçалти Аслă ырă. 2) Юнсарти ырă. 3) Шултрари ырй. 4) Уй пуçĕнчи ырă. 5) Кив масар. Кив масар тесе Йĕршер панчи, тĕне кĕмен чăвашсене чикнĕ масара калаç. Вăл масар халь те пур, унта вилнĕ çын тăпри çине лартнă тем пысăкĕш чулсем халь те мăкланса выртаç. Çав чулсем айне тухатакан çынсем, çӳçсем, кĕпе çухисем вăрттăн касса, тата урăх япаласем те пуçтарса кайса чикеç, теççĕ юмăç карчăксем. Таврари ырăсем тесе вак-твек турăсене каланă. Вĕсене парне памасăр юраман, вĕсем парне памасан çулта-йĕрте вĕсен тĕлĕнчен иртсе кайнă чух хăратса çынна чирлетме пултарнă, парне ларакана тĕрлĕ усалтан сыхланă. 6) Аслă-Вупкăн, выльăхсене пăхса тăнă. 7) Арçӳри. 8) яхăх (ярăх?), кĕсен-çăпан кăларакани пулнă, ăна воздушный (хĕрлĕ пилĕклĕ) пренĕк пăрахнă, хĕш-чух çуршар, чĕрĕкшер пуслăхсем или нухратсем парахнă. 9) Турă-Сулу, турра сулса панине илекен. Саккăрăмĕш ушкăн. 1) Чĕлпĕр тытакан. 2) Итем перекечĕ. З) Уй перекечĕ. 4) Перекет амĕш. 5) Перекет ашшĕ. 6) Перекет паракан. 7) Шултра алапа шыв ăсса килекен. Чӳк тума хур или путек пуснă. Пусас япалана малтан шыв сапса силлентернĕ, силленет пулсан, Ырă ăна пахил илнине, силленмес пулсан, пахил илменине пĕлтернĕ. Силлентерме сапакан шыва Шултра-алапа шыв ăсакани илсе пынă. 8) Тăваççи. 9) Тăтхаççи. Ку кайранхи ик ырă мĕн тăваканисем пулнине юмăç карчăксем те пĕлмеç. Тăххăрăмĕш ушкăн. Ку ушкăнти турăсем мĕн-мĕн ятлисене, вĕсем мĕн япаласене пăхса тăнисене пĕлекен çынна эп ку таранччĕн тĕл пулман-ха, çавăнпа вĕсем çинчен нимех те калама пуятараймастăп. Хам шухăшпа ку ушкăнта тĕрлĕ лăп-лапсене, кăçта килчĕ унта, пахчасенче-мĕнте пулнă йăрăхсене, киреметсене, ар-çӳрисене, ячĕсене каласа асăннă пуль, теп. Авалхи чăвашсен праçниксем те хальхисем пулман. Мун-кун та аслă кĕçнерни кун пулнă. Кашни эрнере вĕсен пĕр праçник пулнă эрне кун, хальхи вырсарни кун вырăнне. Тата чӳксем пулнă. Ак вĕсем: Тăхăр хуран, Çӳлти кĕлĕ, Вăрăм пăтă, Çич кас масарпе аснакан чӳк, Çĕнĕ-тыр-пул чӳкĕ, Хĕрт-сурт пăтти, Сăра чӳк, Вупкăн çӳк, Çăмăр чӳк. Авалхи чăвашсен хальхи поптавраш вырăнне кашни ялта, тĕрлĕ чӳк йĕркисене пĕлекен çын пулнă, ăна чăваш мулли тенĕ. Чăваш мулли ахал, çынах пулнă, ăна никам та суйламан, кам кĕлĕ-йĕркисене лайăхрах пĕлнĕ, çав мулла пулнă. Мулларан урăх, кĕлĕ йĕркисене пĕлекени юмăç карчăксем пулнă. Вĕсем çын чирлесен чӳксем тунă, арçӳрисене çакăр тураса пăрахнă, тухса киреметсене, йăрăхсене сулнă. Вĕсем уншĕн укçа е пĕр пĕр япала илнĕ. Чӳк тунă чух малтан алăка уççа, алăк'' патнелле пахса пĕтĕм турра асăннă. Мулла, калпакне хул-айне хĕстерсе, аллинче çимĕç тытса тăнă, унпа пĕрле ыттисем те хĕш чухне мĕн çимĕс те пулин тытса тăнă. Алăк патнелле пăхса кĕл туса пĕтерсен тин тур кĕтессинелле пăхса сăх сăхнă, унччен сăх сăхман.
Çавăн пекех пăхăр:
ынатлă ынатлăн ынатла ынатлан « ыр-хаяр » ырă ырă кăмăллă ырăлăх ырăлан ырăлантар