ласковый; угодливый. СПВВ. ФИ. Чĕлхипе çынна юракан çынна япшар чĕлхеллĕ, теççĕ. СПВВ. Япшар, ласковый, угодливый. Ib. † Чĕлхе-çăвар япшар пулсассăн, курайман тăшман кун парĕ. Чĕлхе çăвар япшар пулсассăн, çавăраймăп-ши тăванăм кăмăлне. СПВВ. ЕС. Япшар — çемçе чĕлхе-çăварлă, çаврăнăçлă, çын кăмăллĕ çын. Чăвашсем 4. Эпир епле çемçе чăкăтпа, çемçе хăпартупа асăнатпăр, çавăн пек ачанăн чĕлхи-çăварĕ çемçе пултăр, япшар пултăр. П. Пинер. Чĕлхе-çăвар япшар пусан, курайман çын та çул парат. Собр. † Куркисем чăпар, пылĕ хăла, мĕшĕн ĕçейместĕр çав пылĕсе? Сирĕн ĕçессĕре кам пĕлмес, йăпататăр япшар чĕлхĕрпе. Ст. Шаймурз. † Йăпăлтатăр (описка) япшар чĕлхепе. Н. И. П. Питĕ япшар вăл = çынна юратакан, çывăх куракан çын. Ст. Чек. † Кайăк чĕрелĕ çынпа калаçмашкăн чĕкеç чĕлхелĕ (япшар) çынсем те кирлĕ уна. N. † Пирĕн чĕлхе-çăвар япшар мар. Н. Шинкус. Хăра (вас) курсан, мĕн тусан, пит япшарăн калаçаканскер ку. Т. Григорьева. Ялта япшар пулсан, килте упа тир витĕнет, теççĕ. (Послов.). Пазух. Ялта япшар çӳрекен те, киле пырсан, епле-ши? Ч.П. Чĕлхе-çăвар япшар пулсассăн, курайман тăшмансем кун парĕç. || Очень разговорчивый. Хурамал. Пит япшар, тăнне (= сывлăшне) çавраймасăр калаçать (пит калаçакан çын). || Красноречивый. Янтик. Смахсене таса, вырăнлă, çипçуллă смахлакан çынна: ну, пит япшар ярать, теççĕ. || Щедрый. М. П. Петр. «Япшар — щедрый, тароватый». (Так и у Паас. 21). || «Неразборчиво щедрый». Стюх. Ib. Япшарăн кучĕ шап-шар. (Поговорка). || Хорошо одевающийся. Чертаг. Япшар — лайăх томланса çӳрекен. || Прозвище. Нюш-к. Япшар Хĕветри, имя и прозвище мужч. || В кач. наречия. N. Япшар калаçать (çемçе чĕлхе-çăварлă çын).
Çавăн пекех пăхăр:
Яптăк яптар япшака Япшакати сăрчĕ « япшар » япшарлăх япшарлан япшарлантар япшарлат япшаррăн