(jаhы̆н), близко, около (тат.). Употребл. и в склонении. У. Эсĕ ăна ху яхăнна ан çывхарт. Ты его не подпускай близко к себе. Ч.С. Эпĕ çамрăк чух чăнахах, вĕсем вĕрентнĕ тăрăх, киремет яхĕнне (= яхăнне) пыма та пит хăраттăм. Ходар. Сысна таврашне (свиней) унта яхăна та ямаççĕ (и близко не подпускают). Ст. Чек. Яхăнне те ямаст = çывăха та ямасть. Сред. Юм. Тытнă аллине çĕçĕ те: яхăна ан килĕр, тесе, сȏлласа-çиç тăрать ȏ çĕçĕпе; кăçта çын пытăр ȏн патне! БАБ. Яхăнĕнче (около киремети) выльăх тавраш хĕнесен, выльăх та вилеччĕ, тет. N. Пумилкке туса ирттеричченех вилнĕ çын, масарта вырăнаçмасăр, хăй пурăннă çурт яхĕнче (вм. яхăнĕнче) пурăнат. Хăр. Паль. 42. Хăшĕсем вершука яхăнарах. Некоторые приблизительно до одного вершка. Янш.-Норв. Ăна чӳклеме (для моления ему) вăл пуçтарнă укçапала пĕр виç кĕрепенке яхăн (около трех фунтов; у друг. виçĕ кĕрепенккене яхăн) пасар кулаçĕ илет. N. Пĕр виçĕ пин çынна яхăн. Приблизительно около трех тысяч человек. Н. Шинкус. Хай чикан кĕлетре çур сыснана яхăн какай çаканса тăнине курах карĕ. Б. Яныши. Пиртен пĕр çухрăма яхăнра пĕчик вăрман пур. N. Укçа икĕ çĕр тенке яхăн ытлашши пулнă. Денег оказалось почти на 200 рублей больше. Ст. Яха-к. Пирĕн хĕлле кĕрекен чиркӳве пилĕк çĕр çын (у др. çынна) яхăн кĕрет. || Употребл. и в временном значении. Макка 65. Пирĕн ял пуçланни çĕр аллă çула яхăнах ĕнтĕ. М. Сунчел. Вара çапла эрнене яхăн ĕçеççĕ (около недели). Юрк. Ăна ху та пĕлетĕнтĕр (вероятно, знаешь), вăл унта пĕр-ик çула яхăн пурăннă çын. Перев. Эпĕ пĕр вунă çулта яхăп-чĕ. Мне было около десяти лет. Шурăм-п. № 4. Ире яхăн (близко к утру) çил тухать. РЖС. 2. Пĕр çур сехете яхăнтан каллах хĕвел пăха пуçланă, çанталăк ĕлĕкхи пекех тӳрленнĕ. || В чувашизмах. Истор. Киеври халăх Владимиртен пуçне урăх никама та яхăна та яман (о других претендентах и слышать не хотел). О сохр. здор. Шыв ĕçнĕ чух карланкине шăнăр туртакан пулать, кайран вара шыв ĕçме яхăна та ямасть (о бешеном). СТИК. Ун яхăнне те пырас килмес. Не хочется и близко к нему подойти. IЬ. Çавă сана укçа пачи? ― Яхăнта та çук (и не думает). Сред. Юм. Эп: иксĕмĕр каяр-ха терĕм ȏна та, ȏ яхăн та каяс çõк вит. IЬ. Мана тыр виçнĕ çĕре яхăна та ямарĕ, хăй-çиç виçрĕ. СПВВ. Х. Манăн яхăн та тăрас килмест — нисколько. Сред. Юм. Яхăн та ан кала. Ни за что не говори. Ядр.Эпĕ çулла нумай çывăрма вĕреннĕскер, манăн ыйхаран яхăн та тăрас килмеçт, анчах ирĕксĕр тăрас пулать. Хĕвел, № 1. Пирĕн чăваш, вĕренсе, пысăк çынна тухсассăн, мăн-кăмăлланса каять. Чăвашсем çине яхăнта та пăхасшăн мар. Орау. Яхăнне те итлемеçт. «Не слушает ни за что». Макка 123°. Вăл хушнине тумашкăн яхăнне те итлемен (и не думал слушаться). || СТИК. Пухаççĕ, пухаççĕ, тет (ягоды), хĕрĕсен (у девушек) пуракĕсем тулма яхăнта та çук (далеко до краев), ывăл ачин пуракĕ тӳпеми тулса кайнă. || Недавнее, близкое время. Ч.С. Ĕлĕк ут та кустараччĕç (во время «сĕрен»), тет те, ку яхăнта пăрахăç тунă. Альш. Халĕ тата, çак яхăнсенче, тырă пулманнипе, ят сахаллипе юхха ере пуçланă вăл (он стал беднеть). См. яхăнта, яхăнччен.
Çавăн пекех пăхăр:
Яуркка Ях- ях-та яхăм « яхăн » яхăналла яхăнта яхăнччен Яхăп Яхап