назв. игры. Юрк., Николаев. Орау. Çăпаталла. Ку вăя вылянă чухне чăркуççи çӳлĕш шалçа çапса лартаççĕ. Çав шалçа тăррине çăпата кантри çыхса хураççĕ. Унтан шалçи çумне çăпатасем пуçтарса килсе хураççĕ. Пĕр ачана, шăпа ярса, çăпатасене хураллама тăратаççĕ. Ытти ачисем çăпатисене вăрласшăн çӳреççĕ. Хураллакан ача пĕр аллипе çăпата кантрине тытса çӳрет, тепринпе, мел килсен, çăпата вăрлакансене тытать. Çăпата вăрлакана тытсан, тытаканни вара хуралçăран тухать, хураллама вăрланă чух кам лекĕннĕ, çав юлать. Унтан ку çын та çăпатисене хытă хураллама тытăнать, вăрлакансене пит тытасшăн тăрăшать. Анчах лешсем часах пырса лекĕнмеççĕ, çăпатисене ялан леш сисмен чух анчах вăрлаççĕ. Çăпатисене вăрласа пĕтерсенех хуралаканнине ачисем хăйсен аллинчи çăпатисемпе пеме тытăнаççĕ, хуралаканни шалçа патĕнчен пăрахах тарать. Çăпатисене персе пĕтерсен, леш ачи вара пурне пуçтарса пырать. Хураллама калех çав юлать (остается опять тот же).
Çавăн пекех пăхăр:
çăпата урлашки çăпата хĕрри çăпата хуç çăпаталлă « çăпаталла » çăпатана тавăрни çăпи-çăпи Çăпрук Çăпрукка çăр