1.
шапка, шапочка
шапочный
каракуль çĕлĕк — каракулевая шапка
çăмламас çĕлĕк — мохнатая шапка
юс тир çĕлĕк — горностаевая шапка
çыхнă çĕлĕк — вязаная шапка
хăлхаллă çĕлĕк — шапка-ушанка
ача çĕлĕкĕ — детская шапочка
салтак çĕлĕкĕ — 1) солдатская шапка, шапка военного образца 2) папаха
çĕлĕк çĕлекен — шапочник
çĕлĕке пусса ларт — надвинуть шапку
çĕлĕксĕр çӳре — ходить без шапки
пăхсан çĕлĕк ӳкмелле — посмотришь — шапка слетит (о чем-л. высоком)
çĕлĕк ил — 1) купить шапку 2) снять шапку
Ватта курсан çĕлĕк ил. — погов. Увидишь старого человека — сними шапку.
Пĕр пӳртре аллăн пурăнаççĕ, тула тухсан, пурте çĕлĕкĕсене хываççĕ. (Шăрпăк). — загадка В одном доме пятьдесят жильцов, выйдя из дома, каждый снимает шапку. (Спички) .
2.
шлем
тимĕр çĕлĕк — металлический шлем
летчик çĕлĕкĕ — шлем летчика
танкист çĕлĕк — шлем танкиста
хĕрлĕ çăлтăрлă çĕлĕк — шлем с красной звездой
буденовка çĕлĕк — ист. шлем-буденовка
3. перен.
шапка
ту çинчи юр çĕлĕксем — снежные шапки на вершинах гор
3. уст.
венец, корона
патша çĕлĕкĕ — царская корона
5.
хохол, хохолок (у птиц)
шапка
венец
санăн çĕлĕкӳ (калпаку, çĕлĕкĕ, калпакă) мана чухах — твоя шапка мне совершенно впору тилĕ çĕлĕкĕ — лисья шапка
хăлхалă çĕлĕк — малахай
çĕлĕк ил — снять шапку
вăл çĕлĕкне пуçĕнчен илнĕ — он снял с головы шапку
çĕлĕке талăш ларт — надеть шапку набекрень
(с’э̆л’э̆к, с’э̆л’э̆к’), шапка. В др. гов. ĕçлĕк, калпак. П. Пинер. † Пĕлтсем юхат, пĕлĕтсем юхат, пирĕн пуçри çавра çĕлĕк пек. С. Айб. Старик мана: кайса ил çĕлĕке, тет. Эпĕ: çĕлĕкӳ пулсан, кайса ил, тетĕп. Собр. Ваттисен сăмахне çĕлĕке пуç айне хурса итлеме каланă, теççĕ. (Послов.). Юрк. Пуçне ĕлĕк чухне тил çĕлĕк тăхăнтарнă, халĕ ĕнтĕ тил çĕлĕк вырăнне тӳнтерле çĕлĕк тăхăнтараççĕ. Ib. Тимĕрçен чăвашĕ чиркӳре, кĕлĕ вăхăтĕнче, çĕлĕкпе тăра парат. Тепри, унпа юнашар тăраканни, ку çапла чиркӳре çĕлĕкпе тăнине курсан: Василий Иванович, эсĕ мĕншĕн чиркӳре çĕлĕк тăханса тăратăн? тесе ыйтат. ЧС. Ăста кирлĕ унта çĕлĕк пек (с шапку) вутла хĕмсем пыра-пыра ӳкеççĕ (во время пожара). N. Пуç çурăлсан — çĕлĕкре, ал хуçăлсан — алсара. (Послов.) Ст. Чек. Вăл пĕр çĕлĕк пек кăна исе килчĕ. N. Как только чӳкне кĕл тăваканни: çырлах, тесе, çĕлĕкне хурса пуççапсан, пĕтĕм çын ӳксе пуççапать. Букв. Пĕр çĕлĕкĕн хĕрĕх саплăк. (Мунча чулĕ). Чертаг. Çĕлĕк, островерхая старинная шапка, уже вышедшая из моды (нынешние шапки зовутся калпак). || Венчальный венец. Максимк. || Хохол. Изамб. Т. || Шишак. Шел. 24. Пуçри чухăн (чугунную) çĕлĕкне васканипе Пӳлере хире, манса хăварчĕ.
бүрек
«шапка»; перс. и чаг. йелек «род шапки, надеваемой царями» (Будагов И, 364; Радлов III, 348); Золотницкий (КСл. 240) и Ашмарин (Материалы, 107) неправильно производили это слово от çи «верх».
калпак. Çамрăк ачасене çĕнĕ çĕлĕк (калпак) е çĕнĕ атă илсе парас вырăнне ырă кĕнекесем илсе пани авантарах пулĕччĕ [Хыпар 1906, № 10:152].
Çавăн пекех пăхăр:
çĕклет çĕклеттер çĕл Çĕл-кати « çĕлĕк » çĕлĕк ăшĕ çĕлĕк ил çĕлĕк кăшкарĕ çĕлĕк тӳпи çĕлĕк хăрпăвĕ