1.
понуд. от çĕмĕр
2. перен.
бить, громить, крушить, разбивать
тăшмана çĕмĕрттер — громить врага
3. перен.
разносить, распекать
мана ним айăпсăрах çĕмĕрттерчĕç — мне ни за что дали разнос
4.
двигаться с шумом, грохотом
ломить прост.
çĕмĕрттерсе кĕр — вломиться, ворваться
çĕмĕрттерсе пыр — двигаться напролом
ломить
трактăрсем çĕмĕрттерсе килеççĕ — с грохотом приближаются тракторы
5.
мчаться, нестись
машинăпа çĕмĕрттер — мчаться на машине
часах хĕл çĕмĕрттерсе çитĕ — скоро нагрянет зима
6.
ворочать чем-л. разг.
работать энергично, делать что-л. с азартом
7.
шуметь, грохотать, греметь
8. разг.
жить деятельной, кипучей жизнью
вĕсем пурнăçа вăйлă çĕмĕрттереççĕ — они живут кипучей жизнью
◊
çĕрçĕмĕрттерсе — шумно, громогласно
çĕрçĕмĕрттерсе туй тăваççĕ — свадьбу справляют так, что земля ходуном ходит
понуд. ф. от гл. çĕмĕр. Истор. Киеве (= Кейăва) тавăрăнсанах, вăл ĕлĕк хăй пуççапса пурăннă кĕлеткесене çĕмĕрттерсе тăктарнă. В. Олг. Чăмай-ха, тет, эп сере арçури кӳрсе çĕмĕрттерем. || О сильном и быстром движении (езде, работе). N. Эпĕ ӳксе юлтăм, ыттисем çĕмĕрттерсе иртсе кайрĕç. БАБ. Çав çичĕ çул пулнă выçлăхăн юлашки çулĕнче пирĕн енне хай сепирсем çĕмĕрттерсе те çитрĕçĕ, тет. N. Патша çарĕпе пит хытă çĕмĕрттерсе пынине курсан… Кан. Çĕмĕрттерсе кăна пырса кĕрет учреждение ĕçлеме. Çутт. 144. Çавăнтах çил шăхăрса, çĕмĕрттерсе çитрĕ. Орау. Хапхине кариклаттарса уçса ячĕ те лашипе çĕмĕрттерсе анчах кĕрсе карĕ (въехал шибко). Альш. Çапла çĕмĕрттерсе çӳреççĕ вăл хăнасем. Хурамал. Нумай выртать-и, сахал выртать-и, çурçĕр вăхăтĕнче шăнкăрав сасси çĕмĕрттерсе килсе хĕр тăракан çурт патне килсе чарăнчĕ, тет. N. Виçĕ ывăлĕ вăрăçра çунса çӳреççĕ, епле туй туса çĕмĕрттерсе намăс мар уна (т. е. ей)? N. Пырсан-пырсан, çакна хирĕç (ему навстречу) туй çĕмĕрттерсе пырать, тет, Изамб. Т. Эй, эпир çĕмĕрттерни пек никам та çĕмĕрттермен пуль (пировали на свадьбе). Пир. Ял. Халь вăл (çу савăчĕ) çĕмĕрттерсех ĕçлет (работает во всю). Буин. Мĕн çĕмĕрттеретĕр? Что поделываете? Ст. Чек. Мĕн çĕмĕрттерсе çӳретĕр? Что вы тут поделываете? || О кипучей, деятельной, веселой жизни. Янтик. Ну, ача! мĕн çĕмĕрттерсе пурăнан-ха хăш чухне? (т. е. что подковываешь). N. Эсĕ мĕн çĕмĕрттерсе пурăнатăн? Мана пĕр виçĕ сăмах çырса яр. Тăв. 2З. Ну мĕн çĕмĕрттерсе пурăнатăр? Авай-и-ха, Саньук? Трхбл. Вĕсем пурăнăçа çĕмĕрттереççĕ кăна. Они живут припеваючи. Ск. и пред. чув. 4. Пурăнăçа çав карчăк çĕмĕрттеретчĕ анчах: пурччĕ унăн качака, икĕ сурăх, пĕр кушак, чалăш пӳрчĕ тăрринче тăманасем усратьчĕ, тăманасем патĕнчех тимĕр тылă ларатьчĕ. || Выругаться громко. || Proficisci, отправляться. Кан. Эсĕр хăвăр ăçталла çĕмĕрттеретĕр тата.
Çавăн пекех пăхăр:
Çĕмĕртлăх-Чемей çĕмĕртлĕ çĕмĕртлĕх çĕмĕртм хулли « çĕмĕрттер » çĕмĕрӳ çĕмел çĕмел-кайăкĕ çĕмел-сурат çĕмеллĕх