см. çур II.
детеныш
детва
çурă йар — роиться (пчелы)
йытă çури — щенок
сысна çури — поросенок
(с’уры̆), половина. См. çур. О сохр. здор. Холерпа чирленĕ çынсенчен пĕр çуррине яхăн анчах чĕрĕлеççĕ, ыттисем пурте вилеççĕ. Панклеи. Хоçи: тепĕр çол порн, вара окçа пĕтĕмпех парап, тет. Ача, пурнас мар çорри, виçĕмĕш çола виççĕр тенкĕ итет (наполовину собираясь не жить, т. е. готовый уйти). N. Чăкăт çурă чăкăт. Полтора чыгыта. N. Эпир те теçеттине выртартăмăр сала çĕрне, çынсем кунтан исе карĕç те, çирĕм пилĕк тенке калаçса кайнă; çуринче (в полдесятине) пилĕк пулат, пилĕк çурă (урапа) пулат. N. Пĕрре çурă, иккĕ çурă. Этем йăх. еп. пуç. кай. 58. Пăр питĕ майĕпе шунă: тавлăкра вăл çурă е пĕр чалăшран ытла каяйман. N. Çурри яхăн, до половины. N. Вуниккĕмĕш çурри (половина двенадцатого), тет Натта. Срв. вуниккĕмĕш 25 минут. N. Вăл чирпе çын чĕрĕллех çурри вилсе çӳрет. Çĕнтерчĕ 17. Кĕрпене те эпĕ çурри хăйăр хутăштарса патăм. Виçĕ пус 40. Хăрах çуррин çумне ыраш пуссин пĕчĕк пайне çыпăçтарса лартса, унта çур-тырри акаççĕ, тепĕр çуррин çумне хура пусăран юлнă пĕчĕк пая çыпăçтарса лартса, хура пусса хăвараççĕ. Кан. Улма кăçал пĕлтĕрхин çурри чухлĕ те тухас çук. Ib. 221. Хальхи вăхăта ĕçсене çурри-çукрах туса пĕтернĕ. Собр. † Илĕп, илĕп, тесе, илĕртрĕн те, çурри хĕр ĕмĕрне иртертĕм. Дик. леб. 40. Хĕвел ĕнтĕ çуррине яхăн шыва пытанчĕ. Якейк. Эпĕр онта конти чохлехчĕ, тата контин çорриччĕ, тата çоррин çорриччĕ. Нас было там столько, сколько здесь, да еще половина, да четверть. Ib. Пиртен çорри конта. Половина нас здесь. Ib. Эс аçун çорри те порнас çок. Ты и половина жизни отца не проживешь. Ib. Эс аçун çорри та пĕлместĕн. Ты и половины того, что знает отец, не знаешь. Ib. Эс ман çорри та пĕлместĕн. Ib. Ман çорри порнсан пырĕччĕ те, порнимăн çав. Альш. † Çичĕ ют килне кайсассăн, шыва кайма хушсассăн, çурри витре çĕклесен, начар килчĕ тийĕçĕ. Ib. † Хампа пĕрле тăрса юрлакана çурри чуна çурса парăттăм. Сборн. по мед. Çурри сĕт, çурри шыв хутăштарас пулать. Изамб. Т. Ул вара çурринчен хăпарса шăтăклă-шăтăклă пулса пиçет. Ала 56. Çурри йăвăçа сĕрсе çитсен, когда допилили до половины дерева. Шурăм-п. Калаçасса — çурри чăвашла, çурри вырăсла калаçаççĕ. Таса пĕр чĕлхепе калаçма пĕлмеççĕ. N. Карасĕ лучăрканнă та, пылĕ çурри яхăн юхса тухнă. Сот был измят, и мед из него наполовииу вытек. С. Айб. Касас пулать улма çуррине. Тайба-Т. Çурри чуна çурса парăттăм, чунран пуçне хама пурăнма халь пулсаи. Юрк. Упăшки те ăна хирĕç: мĕн парасси-мĕнĕ-çурри чунăма çурса парăттăм, тет кулса. N. † Ялан хамăр тăван тиекене çурри чунма парăттăм. Ачач 8. Темле çӳçенкелесе илетĕн. Ах çапах та, аван вăл унашкал çурри тĕлĕрсе, çурри тĕлĕрмесĕр выртнă вăхăтра.
детёныш. Янтик. Шур кайăк çури пулăттăм, хирте вылляса çӳрĕттĕм; ку нушана куриччен, çуралсанах вилес мĕн. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 10. Шăшисен кашни мăшăрĕ çулталăк хушшинче 6—10 хут çурă çурлать. N. Çурă çурланă. (Свинья) опоросилась. Сĕт-к. Ати улĕ поличчен, анчак çури полас мĕн, ĕстел айĕнче выртас мĕн, çанта ĕмĕр ирттĕр мĕн. Пшкрт. † Ашш’амăшлă хор çурн шуа кĕрсен те йĕпенмест, ашш’амăшсăр хор çури ирхи сылăмпа йĕпенет. Ib. Пĕтиç çурине пеппе! Пĕтиç çурăма! (ласкат. выраж.). || Средние маленькие очки (в сетях). Кирамыш.
, çур ярты, ярым
[ŝuro]
duono
çур хакпа сут — vendi kontraŭ duonprezo
çур çулхи — duonjara
çур сехет — duonhoro
тепĕр çур сехетрен — post duonhoro
çурма — duon-
çурма сасăпа — duonvoĉe
çурмалла — duone
, çур, çурма «половина»; çур гектар «полгектара»; çурма ăслă «полоумный»; çурмалла «пополам»; «исполу»; др. уйг. юрид. док., Рабг. йарым, азерб., туркм., тур. ярым, яры, ног., тат., башк. ярты, ярым, кирг., казах., к. калп. жарымйерим, узб. ярим, алт. В дьарым, хак. чарым «половина». Образовано от çур (см.).
Çавăн пекех пăхăр:
çур-кăнтăр енĕ çур-тырри çур-тырри пулли çур-шыв « çурă » çурă кăлар çурă сап çурă турат çурă яр çурăк