I. сущ.
1.
обрыв, яр, откос
Сур çырĕ — крутой берег Суры
чăнкă çыр — крутой обрыв, крутояр
çыр хĕрринче çĕр çырли, пиçсе çитсен çын курать — фольк. на откосе растет клубника, когда она созреет, все ее видят
2.
овраг
çыр тĕпĕнче шыв юхать — по дну оврага течет ручей
◊
çыр чĕкеçĕ — 1) ласточка-береговушка 2) стриж
çыр хупаххи — диал. мать-и-мачеха
II. глаг.
1.
писать, записывать
кăранташпа çыр — писать карандашом
мана та çыр! — запиши и меня!
перо çырмасть — перо не пишет
куçарса çыр — переписать
çырса ил — списать
çырса кăтарт — описать, рассказать письменно
çырса кĕрт — вписать
çырса пыр — записывать, вести записи
çырса çӳре — переписывать, производить перепись
çырса хур — записать
2.
писать, сочинять
нимĕçле çыр — писать по-немецки
изложени çыр — писать изложение
протокол çыр — составить протокол
сăвă çыр — сочинить стихи
çыраканĕ паллă мар — автор неизвестен
çырнисен пуххи — собрание сочинений
3.
писать, сообщать письменно
вăл сайраран çыркалать — он пишет редко
салам çыр — передавать привет (в письме)
çырса пĕлтер — сообщить письмом
кун çинчен хаçатра çырнă — об этом написано в газете
вĕсем чылайранпа çырман — они давно уже не писали (писем)
4.
писать, рисовать
картинăсем çыр — писать картины
çуллă сăрăпа çыр — писать маслом
5. перен.
предопределять (судьбу, долю)
Турă çырни — предопределение, судьба
III. глаг.
1.
размывать, подмывать, разрушать
шыв çырана çырса кайнă — вода размыла берег
2.
чертить, очерчивать (размечая что-л.)
стройка чиккине çыр — очертить границу стройки
сад ăçта пулмаллине çырса тух — разметить участок под сад
3.
проводить борозды
обрабатывать, пропахивать междурядья
çĕрулми çыр — пропахать междурядья картофеля
(с’ыр, с’ир), обрыв, края оврага, яр, откос берега. Пазух. Çурхи шывсем юхать, çырсем юлать. ГТТ. Типпе юлнă (на низком сухом берегу) пристăнь çырта ларать. В. Байгул. Халăх çыр пек тăрат. Народ стоит как обрыв. (повидимому, соответств. русскому „стоит стеною“). Сятра. Пăраххот çаплах çыр панчанах карă (или: çыр çомăпа). N. Ахаль те тарăн çырсем, варсем тата тарăнланса юлчĕç. ЙФН. † Çыр хĕрĕнче çĕр çырли, пиçсе çитсен, çын курать. Ib. † Хура çыр хĕрĕнче хурăн çырли, пиçсе çитсен, çын курать. КС. Çыр хĕрне ан пыр, шыва кайăн. СПВВ. ЛП. Çыр = çыран. N. Атăл çырĕ, крутой берег, гористый берег Волги. Ёрдово. Çырма шывсем пурте пĕр шыв çине пухăнаççĕ те, вара çыр таранах шыв юхать. || Крутой овраг, по дну которого протекает ручей. Якейк. Çырта шăва кĕтĕмĕр. ||Берег. Якейк. † Çыран толли шу йохать, çырне йăвăр килмĕ-ши. Байг. † Атăлĕсем тулăх, шывĕ çыртан, ишес пулсан, епле ишĕп-ши? || Островок. Беляева. || Черта. Юрк. Ахтирекле вылянă чухне ачасем каçсан: çыр урлă каçсан тивертрĕ, теççĕ.
размывать (о воде). Якейк. Шу кăçал çырса итла нумай хăпарчĕ. В этом году размыло овраг далеко вверх. Шу кашнă çол чалăш çорă итла çырса хăпарать, N. Ах ачасем, ку çырма çарана пăсать! Манăнне мĕн чухлĕ çырса кайнă. Дик. леб. 34. Йывăç турачĕсене, йывăç тĕмĕсене çил хумхатса тăмасан, вĕсене унта çырма тĕпне çырса ӳкернĕ тесех шухăшламалла пулнă. Сунч. † Чупса антăм шыв хĕрне, çырса хунă вакă касмашкăн.
то же, что çырă. N. Çыр аки (цвет волос).
(с’ыр, с’ир), писать. Янтик. Атте патне çыру çыртăм. Юрк. Çырса лараканни, ӳсĕрскер, ку çапла, мĕн каласса кĕтсе лараканскер, ларнă çĕртех çывăрса каят. Ib. Апла-капла çырмалла чухне мĕн çырмаллине вăл пӳртре каллĕ-маллĕ уткаласа çӳресе каласа çыртарат. N. Урăх ним çырма та пĕлместĕп. (Конец письма). N. Лашапа ĕнене сутнипе-сутманнине çырман. Орау. Виç уйăхчен кашни кун пĕрер сахат, икшер сахат киле-киле çыратьчĕ. Ib. Алли таçта аялалла çырса каять. Строчки сползали вниз. Ib. Пĕртте çырмасан кĕнеке вуланин нуммаях усси çук, пĕр маях çырнин те, кĕнеке вуламаçан, усси çук. КС. Çыранăнçи пек пулса ларать. Пытается писать. Бес. чув. 13. Акă, Керимулла, мĕн тесе çыраççĕ, терĕ те Микулай, çавăнтах вулама та тытăнчĕ. Турх. Сире те вĕсене çырманнипех çырмастăп (по той же причине). О сохр. здор. Кĕнекесем çине (в сочинениях) çыра-çыра хăварнă (об этом). Ала 2. Урăх нимĕскер те каласа çырма пĕлместĕп, айăп ан тăвăр мана. N. Манăн орăх çырмаллиях та çок. N. Çак пиçмона эсĕ ылтарлă çырнă (намеком, обиняками). N. Кона çыртăм питĕ вĕтĕ. N. Мĕн ыйтмаллине çырса пырас пулать. N. Уйăрса çырса яр (подробней). N. Вăрçă енне пит çырма хушмаççĕ. Баран. 59. Салтак пуçлăхĕсем вăрçăра чапа тухнине каласа çырнă кĕнекесем вулама юратнă. Ст. Чек. „Çырманах“ — выражает сожаление, укор, так как говорящее это слово лицо хочет (ему желательно), чтобы тот написал. N. Кайран малтан çыру-тăву пулмарĕ. || Чертить. Якейк. Йăвăç çине темĕскер çырнă (хăйăр çине çырнă). Шу çине темчол çырас тесен те çырияс çок. || Ткать решето. N. Ала сутна (у др. сутăн) илес çук, хамăр çырма пултаратпăр. || Заниматься канцелярской работой. Орау. Кантурта çырать (или: çырса пурнать). || Записывать. Нюш-к. Куна та çав Çеркей каланипе çырнă. И это я записал со слов Сергея. || Записывать в список. Юрк. Уччилник ачине (в ученики) çырмарĕç пулсан, юрĕ, терĕ (она). || Проводить борозду, пропахать межу. Виçĕ пус. 29. Çу каçиччен темиçе хутчен йăран çырса çумлаçа илеççĕ. ТХКА 15. Тырра йăран урлă каçса выракансем пирĕн ялта та пур çав. Ана пуçне кĕрсе çыраççĕ. || Резать воздух. Кан. Халь вĕсем унта та, кунта та, сывлăша çырса, кайăксем пек çӳреççĕ. || Предопределить (о судьбе). N. Этеме вилме çырнă. ЧП. Эпир те мĕн курасса, мĕн илтессе ларсаях çырнă пулĕ-тĕр туррисем. N. Пире çырнă хĕрĕсем. Юрк. Вăлах (т. е. пӳлĕхçĕ), чун çуралсан, пурăнăç çыраканни пулнă. N. † Пирĕн пуçа мĕн çырнине турăпалан пӳлĕх вăл пĕлĕ. Альш. † (Çавă) ятлă ачана ларчĕ-çырчĕ пĕр турă. N. Поçа мĕн çырнине корас полать. Микушк. Атте-анне чунтан саваймарĕ, турри пуçа ырă çырмарĕ (жалоба на судьбу). Ib. Турă пуçа çырни — çав пырать. Собр. Çиме çырман çăккăра çияймăн, çиме çырнă çăккăра шыв варĕнчен те тухса çийăн, теççĕ. (Послов.). Ст. Ганьк. Чун çуралса, чун ӳстерсе хурлăха çырмăсăнччĕ. Собр. † Аякран куртăм — вут çути, çитсе кураймарăм — хăйă çути. Çуралнă чухне çырнă ырлăхсене, ыйтса пĕлеймерĕм турăран. N. Пирĕн пуçа çырни хура вăрман урлă иртмĕ. Сред. Юм. Тор çырни полĕ-ха. Найдется, с которым судьба судила жить. (Говорят женщины, а также мужчины, не женатые). N. Кăçта ӳтĕм çĕрсе выртмала çырнă-ши? Ст. Шаймурз. † Савни-савни тиеççĕ, çырни-çырни пулмĕ-ха. ГТТ. Хăйне çапла çырнă. Такова его судьба.
язарга
[ŝir]
skribi (skribu), noti (notu)
калемпе çыр — skribu per skribilo
çырма ан ман! — ne forgesu skribi!
çырса ил — noti, kopii
çырса хур — noti, skribi
çырса пыр — skrib(ad)i, not(ad)i
çыравçă — verkisto
çырăн — aboni
registriĝi
çырăну — registro de geedziĝo
abono
«писать», «записывать»; çыру «письмо»; çыруçă «писец», «секретарь»; др. тюрк. йазяз, узб. ёзжаз, карач. джаз, якут. суруй «писать»; сурук «письмо»; чув. çыран, тат. языл, уйг. йезил «записываться».
, çыран «обрыв», «крутой берег», «яр». От çыр (см.). Ср. узб., кирг., казах., к. калп. жар, уйг. яр, тик яр, ног. яр (тик яга), тат., башк. текә яр, хак. чар, якут. сыр «обрыв», «крутой берег» от яр и пр. «колоть», «рассекать»; см. çур.
Çавăн пекех пăхăр:
çыпçăнчăклă çыпçанкă çыпçуллă çыпçусăр « çыр » çыр кăмпи çыр кайăкĕ çыр куç çыр курăк çыр хĕрри