Шырав: ай-уй

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

межд.
1.
выражает растерянность, испуг, сожаление, сочувствие
ох, ах
боже мой

ай-уй! мĕн тăватăн эсĕ? — боже мой! что ты делаешь?
ай-уй, сĕчĕ юхса тухрĕ! — ах, молоко вытекло!
2.
выражает удивление, восхищение, восторг
батюшки, ба-а, ба
ой, о

ай-уй, сан виççĕсем анчах-иç! — ба, да у тебя же одни тройки!
ай-уй, мĕнле тумланнă! — ой, как он нарядился!

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(аjуj), ай-ой, interiectio admirantis, aut commiseraniis, aut conquerentis, aut perculsi timore, aut omnino auxilio destituti. Междометие неожиданности, сожаления, жалобы, растерянности, испуга, беспомощности и удивления. Торп. Амăшĕ: „ай-уй!“ тесе кăшкăрса ячĕ, тет. Мать его (неожиданно укушенная в сосок) вскрикнула от боли. Ст. Чек. Ай-уй, ачам, сана ачасем хĕнерĕç пулĕ, пит хурланса йĕрен! Ах, дитя мое, тебя, вероятно, прибили ребята, что ты так горько плачешь! КС. Ай-уй, ачам, шăнса карăн пулĕ! Ах, дитя мое, ты, вероятно, озяб! Орл. Ай-уй, карчăк! çарăка шăшисем çисе яраççĕ! Ах, старуха! ведь репу-то поедают мыши! Яргун. Карчăк кĕчĕ, тит те: „Ай-ой! Тип икерчĕ ан çи, тесе каларăм, тип икерчĕ çиса вилсе кайнă!“ тесе, хуйхăрса ячĕ, тет. Старуха вошла в избу, да так и ахнула. „Говорила я: не ешь сухих блинов! Вот стал есть, (подавился) и умер!“ Череп. Ай-уй! пĕтрĕм-çке! Ах, я погиб! Орл. Ай-уй! йĕкем ăçта-ши? Хапхам умне туй çитрĕ! Ах, где мое веретено?! К моим воротам уже подьехал свадебный поезд! КС. Ай-уй! çунса каятпăр! Батюшки! горим! Каракыш. Ай-уй! ан тивех, ӳкетĕп. Ах, не тронь меня, я упаду! (Загадка об инее). Шаймурз. Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм! чĕлхемсем çыхланать вăтаннипе! Ах, мой милый друг с червыми глазами! от стыда у меня путается язык! Шорк. Ай-уй! Эсĕ çитрĕн те-и конта? Епле пит час килтĕн? Как, ты уже здесь? Как это ты пришел так скоро? || Nonnunquam etiam cum bianditia quadam enuntiatur. Иногда произносится с оттенком ласки. Череп. Ай-уй! алли (ал’л’и) пĕчекçеççĕ! Батюшки! какая махонькая ручёночка! || Produeta y littera admirationem significat, nonnumquam etiam cum quadam commiseratione, quod efficitur voce, vario modo mflexa. Если гласная второго слога междометия удваивается, то оно выражает удивление, иногда с оттенком сожаления, что зависит от интонации. Шорк. Ай-у-уй, пĕчĕккĕ! Ку йĕлтĕрпе епле çӳрес? Какие маленькие! Как ходить на таких лыжах? КС. Ай-у-уй! сухине аран тытса пырать! Господи! он еле правит сохов! Primae syllabae u littera interdum produeta voce effertur, quod non potest fieri nisi in canendo. Согласная й первого слога иногда удваивается: это может случиться лишь при пении, в обыкновенной же речи удвоения не бывает. ЧП. Ай-юй, аттеçĕм те аннеçĕм! уйăрăлаппăр-ĕçке пĕр çĕртрен! Ах, батюшка! ах, матушка! ведь для нас настало время разлуки. С. Тимерс. Ай-юй, тăванăмсем-тукансем! курса калаçмасан, чун тӳсмест. Ах, родные мои, родимые! как трудно переносить долгую разлуку ЧП. Ай-юй, „кил, кил!“ теме ай йăла пур, килсен: „кай, кай!“ теме йăла çук. Есть обычай приглашать (в гости), но жаль, что нет обычая говорить пришедшему гостю, чтобы он уходил.

Çавăн пекех пăхăр:

ай-вай ай-лю ай-пай-пай ай-полтăр « ай-уй » ай-хай ай-хай-çеççĕ ай-хай-ах-та ай-хай-кам ай-халь

ай-уй
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150