м. хуçă, пуçлăх (хĕвеланăçĕнчи çĕршывсенче — предприяти хуçи е профсоюз руководителĕ).
босс, пуçлăх (предприяти хуçи е организаци ертӳçи)
ç.с., калаç. Пуçлăх, ертӳçĕ, шеф. Республикăри профсоюзсен чи аслă босĕ кулленхи йывăр ĕç тĕрлĕ митингсенчен хаклăрах пулнине ниепле те ăнланмасть. Х-р, 25.12.1997, 3 с. Атте, кам вăл «босс». — Камăн сан çине кăшкăрма ирĕк пур — вăл сан босу. ÇХ, 2000, 6 /, 12 с. Авланнă пуçлăхран ырри нимĕн те çук... Ман «босс» кашни кунах пушă мар. ЧХ, 2000, 35 /, 3 с. Партин вырăнти босĕ пурăннă чаплă çуртра чирлисене вырнаçтараççĕ. Х-р, 23.01.2001, 2 с.
— пысăк боса тух (Х-р, 20.07.2001, 3 с.).
Çавăн пекех пăхăр:
борьба босиком босой босоножки « босс » бостон босяк бот ботаник ботаника