I.
удариться во что-л.
попасть в кого-что-л.
вутă сыппи хӳмене вăрăнчĕ — полено ударилось в стену
Ывăтма пĕлмен туя пуçа вăрăннă, кала пĕлмен сăмах питĕ вăрăннă. — посл. Неумело брошенная палка в собственную голову попала, некстати сказанное слово против самого себя обернулось.
II.
подражание свисту, шуму летящего предмета
чул вăрăн! вĕçсе иртрĕ — камень пролетел со свистом
подр. звонкому жужжанию летящего предмета. Бгтр. Хĕрт-сорт йĕкипе вăрăн! тутарчĕ. Якейк. Чол илтĕм те, варăнн! тутарса ятăм. („Камень задел землю и со звоном отлетел“).
(вŏрŏн, вы̆ры̆н), удариться; попасть (куда); поразить. Хыпар № 30, 1906. Акашша ашшĕ çапнипе кĕтĕссех кайса вăранать. От отцовского удара Агаша отлетает в угол. Рак. Ачам-пăчам çимеллине çисе карĕ, таçтан килсе варăнчĕ хаямат! (откуда-то принесло его, чорта). Ау 80. Тилĕ улпут карташ патне пырса вăрăннă. Сир. 121. Эпĕ калаçам, хуть те темĕн çитсе вăрăнтăр мана (что бы ни постигло меня). СТИК. Çилĕ вăраннă. Человек захворал под влиянием ссоры, происшедшей между другими людьми. Никит. Утма пĕлмĕн патак пуçа вăрăннă, калама пĕлмен сумах пите вăрăннă. (Посл.). Собр. Хай намăс тăвать, пите вăрăнассине пĕлмеçть, теççĕ. (Послов.). Ib. Ута пĕлмен ал-туи (= туйи) пуçа килсе вăрăнать, теççĕ. (Послов.). С. Пите килсе вăрăннă. Ударилась в лицо (палка). Сир. 107. Мĕнле хăрушăран (опасности) хăраса, сехĕрленсе тăраттăм, çав хăрушах килсе лекрĕ (в рукописи написано: вăрăнчĕ). Т. VI. Усал вăрăннă йĕркепе кĕл-тумалли кĕлĕсем (поправлено: вырăннă!). КС. По моему, хирĕç вăрăннипе хаяр ӳкни пĕрех. Аттик. Ир вăрăнчин, каç вăрăнчин, кăнтăрла вăрăнчин, хĕш(= хăш) сехетре вăрăннă, çав сехетре уçăлса тухса кайтăр çак ача çинчен. (Наговор от «хирĕç вăрăнни»). || Шляться. Пшкрт. Ста с’ы̆ва п̚анџа вы̆ры̆нза с’ӧрӓдэ̆н? Где ты у чорта шляешься?
«удариться об что-л»., «стукнуться»; кирг., хак., кумык, урун, казах., ног. урын, туркм. урул, тат. орын «стукнуться», «столкнуться», «натолкнуться», «удариться». Является формой возвратного залога от вăр.
Çавăн пекех пăхăр:
вăрăмтарах вăрăмтуна вăрăмтуналлă эрешмен Вăрăмха « вăрăн » вăрăнлат вăрăнлаттар вăрăнт вăрăнтар вăрăнчăк