огненный змей
вид метеора
вĕре-çĕлен вутăн-хĕмĕн тăкăнса вĕçсе çӳрет, тет — говорят, что огненный змей летает, рассыпаясь огнем и искрами
то же, что вĕри-çĕлен. Сир. 48. Арăсланпа пĕрле, вĕре-çĕленпе пĕрле пурăнма кăмăл тăвăп, усал арăмпа пурăнма кăмăл тумăп. М. П. Петр. «Вĕре-çĕлен, буквально ― заклятый змей; один из предметов чувашской мифологии». Собр. 256. Хĕрсем йăвăр çын пулсан, ача çуратса, ачине пĕр-пĕр çĕре пăрахсан, çав ача вара вĕре-çĕлен пулса çӳрет, тет. Вĕре-çĕлен вутăн-хĕмĕн тăкăнса вĕççе çӳрет, тет. Вăл вара пĕр-пĕр çыннăн килне кайса ерсен, унтах пурăнать, тет. Вăл çĕрле çав вĕреннĕ çĕре пӳрт çине вĕççе пырать, тет те, кушак пулса, тăрупаран, пӳрте кĕрет, тет. Çавна хуçисем сиссессĕн: сивĕнтĕр, тесе, пӳрте сысна кӳртсе хупаççĕ, тет. Çĕрле, çав вĕре-çĕлен килсенех, хай пӳртри сысна çухăрма тапратать, тет те, пӳртрен тухса тарать, тет. Е тата, пӳртре сыхласа ларса, пăшалпа пĕрсен, ача пек ĕсĕклесе макăрса каять, тет. Çапла пĕр виçĕ каç тусан, вăл вара пыми пулать, теççĕ. Ib. 113°. Вĕре-çĕлене пурте пĕлеççĕ, тырра çунтарса янине, тата тырă пуссисем урлă вут тăкса кайнине; çав çул вара тырă пулмасть, теççĕ. Вĕре-çĕлен вăл арçын та пулать, хĕр те пулать, тет. Вăл арçын патне хĕр-арăм пулса пырать, тет, хĕр-арăм патне арçын пулса пырать, тет те, çавăнпа унтан питĕ сыхланмалла, тет, мĕшĕн тесен вăл унăн юлташĕ пек пулса пырать, тет те, ăна вара хăйĕн çынни тăвать, тет. Акă пĕрре çав вĕре-çĕлен пĕр ял пуссинчен яланах иртсе каяччĕ, тет. Çав ялсем вĕре-çĕлене яланах кураччĕç, тет. Çын умне ансан, вăл, хуп-хура çын пулса, çарамасах тăраччĕ, тет. Вĕре-çĕлене хăйне вăрçтарсан, çынна часах йытă туса, утланса каять, тет те, хăй çынни туса, асаплантарса çӳрет, тет. Хăйне пĕре те вăрçтармасан, тивмест, тет. В. Олг. Тотар ĕмпӳ, сиксе тохса кайсан (после взрыва), вĕре-çĕлен полса вĕççе кайнă. Н. Седяк. Вĕре-çĕлен — çăварĕнчен вут пĕрĕхсе кăларакан çĕлен. Якейк. Вĕре-çĕлен армантан тохса пирн çипа (= çипе) чашкăрса иртсе каþ (пролетел над нами). Могонин. Вĕре ĕçлен (= çĕлен) ернĕ. Хорачка. Вĕре-çĕлен çипĕçса, теччĕ она, вăл вара çынтан оþльмаст виличчен. Изамб. Т. Вĕре-çĕлен ерни (болезнь). || Н. Седяк. «Вĕре-çĕлен ― удав». Курм. Хăнча, тинĕс хĕрне кайса, тинĕс хĕрĕнчи хăйăртан кил-çорт çавăртăр, вырăсла хапха йопи тутăр, тата хапхине те хăйăртан тутăр, çав хăйăр алăка уççа кĕтĕр, çавăн чохне тин мана ертĕр. Атăл хĕрне кайса, Атăл хĕрĕнчи хăйăртан кил-çорт çавăртăр, хапха йопи тутăр, хапхине тутăр, çав хапхая уççа кĕтĕр, çавăн чохне тин килтĕр ман пата. Сăр хĕрне кайса, Сăр хĕрĕнчи хăйăртан кил-çорт çавăртăр, хапха йопи тутăр, хапхине хăйăртан тутăр, çав алăка уççа кĕтĕр, çавăн чохне тин мана çипĕçтĕр. (Из наговора против «вĕре-çĕлен»).
Çавăн пекех пăхăр:
вĕрĕлтет вĕрвитса вĕре вĕре çăл « вĕре-çĕлен » вĕре-çĕленлĕ чир вĕрекен çăл вĕрекен кӳлĕ вĕрел вĕрем