сущ.муж.
сăн-сăпат, сумлăх (этем ăсĕ-тăнĕ, кăмалĕ ытти çынсем умĕнче епле курăнни); имидж бизнесмена ĕçлĕ çын сăн-сăпачĕ
сăнлăх, сан-тĕс (çынна çĕклес тĕллевпе унăн сăнарне хитрелетсе, мухтаса кăтартни); имидж политического деятеля политика ĕçченĕн сăнлăхĕ
ç.с. Пĕр-пĕр çыннăн, йышăн, вырăнăн т.ыт. халăх ăс-тăнĕнче (хăй тĕллĕн е ятарлă витĕмпе) ӳкерĕннĕ пайăр сăн-сăпачĕ. Унăн [совет халăхĕн] имиджĕ валли пур атрибута та хатĕрлесе çитернĕччĕ... Х-р, 3.10.1992, 2 с. Политикăра «вилес мар» тесен яланах сăнарна — имиджна — çĕнетсе тăмалла. ÇХ, 1997, 28 /, 2 с. Асăннă преступлени Чăваш Республикин имиджне, лăпкă регионăн ятне самаях хавшатрĕ. ÇХ, 2000, 39 /, 3 с. Санăн имидж пулсан, эс сцена çине тухсанах шăпăрр! алă çупĕç. Ар, 2001, 9 /, 2 с.
— политикăн имиджĕ (ÇХ, 1997, 28 /, 2 с.); çĕнĕ имидж (ÇХ, 1999, 1 /, 5 с.); интереслĕ имидж (ÇХ, 1999, 8 /, 8 с.);
— имиджа улăштар (ÇХ, 2001, 47 /, 10 с.; ÇХ, 2002, 23 /, 8 с.).
Çавăн пекех пăхăр:
именчĕклĕх Имет иметь иметься « имидж » имиджмейкер имитатор имитаци имитациле имитация