(jэ̆п), игла, иголочка. Никит. Хамăр питĕ йĕпентĕмĕр: йĕп чикме те шăтăк çук. Мы сами до того вымокли, что не осталось сухого места, куда можно бы было воткнуть кончик иголки. Кан. 1927, № 210. Йеп шыранă пекех шыранă. Искали как иголку (внимательно). Ст. Чек. Эп Ентрипе йывăр çын чухне тĕлĕкре çиплĕ йĕп илеттĕм – Ентри сывă юлчĕ; Сăпанипе йывăр çын чухне ялан тĕлĕкре çипсĕр йĕп илеттĕм — Сăпани, çуралсан, ик эрнеренех вилчĕ. Когда я была беременна Андреем, то во сне брала иголку с ниткой — Андрей остался жив; когда была беременна Степанидой — брала иголку без нитки — Степанида через две недели по рождении умерла. Т. М. Матв. Михĕре йĕп тăмасть. В мешке не удержится иголка («шила в мешке не утаишь»). Орау. Пирĕн чăлха çыхма, чăлха пуçсем çыхма йĕп вĕренереп, кăпчанкăран тăваççĕ. Вязальные иголки у нас делают из клена или из жимолости(?). Янтик. Пит тĕттĕм: куçа йĕп чиксен те, курăнмас, куçран тĕртсенте, курăнмас. Якейк. Онтан хăраса, порте йĕп тăрăнче çӳреççĕ (он всех держит в страхе). N. Аçу оринчен йĕн кăлартăн-и? Вынул ли ты из отцовской ноги иголку? N. Аçу оринчи йĕпе кăлартăн-и? Вытащил ли ты иголку, которая была в отцовской ноге? Сказки и пред. чув. 112. Йĕп чиксе те куç курмасть (хоть иголкой (глаз) выкоди ничего не видно). СТИК. † Йĕп чиксе курăнман. Ни зги не видно. Качал. Пирĕн мучин утмăл чалăш кил-карти; улттă пусса çитмесен, ура тупанне йĕн çапат. Красн. Горка. Йĕп пек вĕтĕ симĕс курăксем тухаççĕ. Чураль-к. Кăмакăра йĕп ташлĕ. (Вут çунни). В печке запляшет иголка. (Горение огня). † Панклеи. † Москавпа Питĕр хошшнче йĕпрен кĕпер хунă, тет. (Салтак юрри). Ч. С. Ял çап-çутă; йĕп пăрахсан, йĕп те палăрмалла (во время пожара). Ib. Урамра çап-çутă; йĕп ӳкерсен, эп те курăнмалла. Бюрганский. Часрах парса яр çакна (поскорее дай ему, что следует, и отпусти); тек сĕтĕрĕнсе çӳреççĕ, хăйсенчен йĕп чухлĕ (ни на грош) усă та çук. Т. Анчах шурă лаша пултăр, ниçта та йĕп вĕçĕ пек те хура тĕк ан пултăр... Чăвашсем 28. Унтан, икерчĕ пиçсен, хывса тăкаççĕ те, тупăк патне пырса, сасă кăлараççĕ: йĕп пек çĕр çурăлчĕ (маленькая трещина), йĕп тухрĕ, сан тĕлĕнтен кун пĕтрĕ, тесе (перед тем, как итти хоронить). Ст. Шаймурз. † Шурă-шурă, çăмарта, йĕп кĕме те вырăн çук. N. † Шурă-шурă çăмартин йĕп пусмалăх вырăн çук. Мусир. † Вĕренер çулĕ — çемçе çул, хăяккăн выртса килтĕмĕр; Мăн Çырма çулĕ — хыта çул, йĕп тăрăнче килтĕмĕр (приехали на кончике иголки (т. е. неспокойно). N. † Малалла ĕнтĕ мĕн турă парат: йĕп тăрăнче, шăллăм, тăратпăр. (Солд. п.). Турх. Ман çинче йĕппĕмрен çын ӳчĕ те çӳçенĕ. Юрк. Йĕппе пус чавнă пек (т. е. по пословице: овчинка не стоит выделки). Бюрг. Йĕппе пусă алтни. СТИК. Йĕп тăрринче ирттертĕм ку çĕре. Я провел эту ночь очень тревожно.
Çавăн пекех пăхăр:
йĕксӳ килни йĕксӳле йĕксӳлентер йĕкӳçă « йĕл » йĕл йĕрки йĕлĕ йĕлĕке йĕлен Йĕлихав