I.
осень
осенний
осенью
хура кĕр — поздняя осень
кĕр кунĕсем — осенние дни
кĕр мăнтăрĕ — осеннее изобилие
кĕр çанталăкĕ — осенняя погода
кăçал кĕр ир килчĕ — в этом году осень наступила рано
кикак, кикак хур кайăк, çур килет те кĕр каять — фольк. звонкоголосые дикие гуси весною прилетают, а осенью улетают
II. см. кĕрĕ I.
III. см. кĕрĕ II
IV.
1.
глагол движения внутрь
— перевод зависит от способа передвижения:
входить, заходить, въезжать, заезжать, вступать и т. д.
алăкран кĕр — войти в дверь
чӳречерен кĕр — влезть в окно
кĕмелли билет — входной билет
кĕрсе вырт —
1) забраться, залезть (напр. в шалаш)
2) заехать на ночевку, зайти переночевать к кому-л.
кĕрсе кур —
1) зайти и посмотреть (напр. фильм)
2) посетить кого-л., заглянуть куда-л.
кĕрсе çухал — скрыться, исчезнуть (напр. в толпе)
кĕрсе тух — зайти ненадолго, заглянув
çула май кĕрсе тух — заглянуть по дороге, попутно
ку ĕç историе кĕрсе юлнă — это событие вошло в историю
Кĕриччен малтан ăçтан тухмаллине асăрха. — посл. Прежде чем войти, заметь, где выход.
2.
поступать, вступать, включаться
вĕренме кĕр — поступить учиться
партие кĕр — вступить в партию
вĕренме кĕмелли экзамен — вступительный экзамен
3.
входить, умещаться, помещаться
шкапа нумай кĕнеке кĕчĕ — в шкаф вошло много книг
4.
входить, заходить, влезать
патрон пăшал кĕпçине кĕмест — патрон не входит в ствол ружья
5.
проникать, проходить, пробиваться
алăкран сивĕ кĕрет — в дверь дует (букв. проникает холод)
нӳхрепе шыв кĕне — в погреб проникла вода
6.
вонзаться, впиваться
алла йĕп кĕчĕ — я уколол руку иголкой
кĕрсе кай —
1) войти, зайти
ыйтмасăрах кĕрсе кай — войти без разрешения
2) ворваться, вломиться
3) уместиться целиком
4) вкрасться
кĕрсе лар —
1) зайти посидеть куда-л.
2) задвинуться, стать на место
ещек çăмăллăнах кĕрсе ларчĕ — ящик легко задвинулся
3) засесть, ласгрять, завязнуть
машина лачакана кĕрсе ларнă — машина застряла в грязи
4) впиться, вонзиться, воткнуться (об острых предметах)
7.
есть, попадать
куçа кĕр —
1) есть глаза (напр. о дыме)
2) бросаться в глаза (напр. о дыме)
2) бросаться в глаза
кĕрсе тул —
1) набиться, наполнить (помещение)
пӳлĕме вăрăмтунасем кĕрсе тулнă — в комнату налетело много комаров
2) набраться, наполниться
шăтăка шыв кĕрсе тулнă — яма наполнилась водой
кĕрсе ӳк —
1) упасть во что-л.
пылчака кĕрсе ӳк —упасть в грязь
2) перен. попасть (в какое-л. положение)
йывăрлăха кĕрсе ӳк — попасть в затруднительное положение
8.
клевать, ловиться (о рыбе)
паян пулă кĕмест — сегодня рыба не клюет
9.
поступать (о документах, деньгах)
кĕрекен хутсем — входящие документы
10.
селиться, поселяться где-л., вселяться куда-л.
хваттере кĕр — поселиться, встать на постой
11. перен.
входить, включаться, быть включенным
ку ыйту кун йĕркине кĕмест — этот вопрос не включен в повестку дня
12.
садиться (напр. о материи)
ку пусма çусан та кĕмест — эта материя не садится после стирки
13. в сочет. с некоторыми сущ.
означает начало действия, состояния по значению существительного:
ĕçе кĕр —
1) поступить на работу
2) вступить в строй, начать действовать
çĕнĕ савăт ĕçе кĕчĕ — новый завод вступил в строй
йăлана кĕр —
1) войти в обычай, стать традиционным
йăлана кĕнĕ уявсем традиционные праздники
2) войтй в привычку
модăна кĕр — войти в моду
14.
с деепр др. глагола выступает в роли вспом. глагола:
аванса кĕр — вогнуться
кайса кĕр —
1) исчезнуть, скрыться, пропасть, деться
ăçта кайса кĕчĕ вал? — куда он исчез?
2) поступить
вăл ĕçе кайса кĕчĕ — он поступил на работу
килсе кĕр —
1) войти к кому-л.
2) явиться неожиданно
вăл кĕтмен çĕртен килсе кĕчĕ — он явился неожиданно
пуçтарса кĕр — убрать, собрать (напр. урожай)
путев кĕр —
1) увязнуть, засесть, застрять (напр. в грязи)
2) ввалиться (напр. о щеках, глазах)
пырса кĕр — нагрянуть, заявиться куда-л.
тухса кĕр — 1) сходить куда-л. 2) выйти и вернуться
шăтарса кĕр — впиться, врезаться
◊
айăпа кĕр —провиниться
аса кĕр — образумиться, взяться за ум
вĕреме кĕр — закипеть, начать кипеть
йĕркене кĕр — войти в рамки, в колею
киле кĕр — быть принятым в дом невесты (о женихе)
мунча кĕр — мыться в бане
парăма кĕр — залезть в долги
пая кĕр — войти в долю
пĕве кĕр вырасти
пурнăçа кĕр — осуществляться, проводиться в жизнь
пуçа кăмест — в голове не укладывается
сăн кĕчĕ — появился румянец (на лице)
çĕре кĕр — умереть
çылăха кĕр — 1) согрешить, впасть в искушение 2) провиниться
хĕле кĕр — дожить до зимы
хута кĕр — заступаться за кого-л.
шанăçа кĕр — войти в доверие
шăршă кĕрет — чем-то пахнет
ку шута кĕмест — это в счет не идет
çын шутне кĕр — выбиться в люди
шыва кĕр — купаться
ята кĕр — получить замечание
чун кĕчĕ — я пришел в себя, успокоился
V.
подражание шуму
урамра халăх кĕр кĕрлет — на улице шумит народ
кĕр-кĕр — усил. от кĕр V.
мотор кĕр-кĕр тăвать — мотор рокочет
VI.
подражание дружному хохоту
кĕр ахăлтатса яр — дружно захохотать
VII.
1. подр. —
о дружном взлете стаи птиц
çĕрçисем кĕр вĕçсе каирĕç — воробьи дружно взлетели
2.
дружно
калча кĕр шăтса тухрĕ — хлеба взошли дружно
I. син.: кĕркунне
осень
кĕрхи — осенний
II. ...:
тырă кĕр çăтнă — посев всходит равномерно
III.
входить
вступать
шыва кĕр — купаться
тĕне кĕр — принять веру
ӳте (йĕпене) кĕнĕ кун — разговение
кĕрĕç — наниматься
IIII. ...:
кĕр-кĕр, кĕр-кĕр
(межд.) шуметь
кĕрле — шуметь, кипеть, пениться
(к'э̆р, кэ̆р), выйти, зайти, вьехать, заехать. N. Санăн ăçта кĕмелле? тесе ыйтрĕ ăлавçă. N. Ăçта кĕрĕпĕр çĕр выртма (на ночлег)? Альш. Хулана кĕнĕ çĕртех (при самом въезде в город) пĕр пĕчĕкĕ çурт пулнă. Етрух. Пӳрте кĕре-кĕре тухаççĕ («çынна пытарни»). Орау. Мĕн пур пӳлĕме (во все комнаты) кĕре-кĕре тухрăм. N. Пӳрте кĕнĕ-кĕмен (не успел войти, а...) ятлаçма тапратрĕ. Чуратч. Ц. Усал тарçи пӳрте кĕнĕ-кĕмен ыйтрĕ, тет: куртăн-и? тесе. N. Сарă сĕтел кутĕнчен, мăйлă стаккан патĕнчен, ĕçсе-çисе кӳпĕнсе, кĕре-туха пĕлмеççĕ. N. Вĕреннĕ те (привык) унта çӳреме, халь те хăш чухне астумасăр (невзначай) кĕрех каяп. N. † Ай-хай, хамăр тантăшсем халех кĕрсе кайăпăр. Орау. Эп леш пӳлĕмрен тухнă çĕре вăл кĕнĕ-тăнă (вошел). ГТТ. Кĕриччен малтан, тухассине тавçарса ил. (Перевод тат. пословицы). N. Вара хĕрпе арăм, пĕркенчĕк ăшне кĕрсе ларса арăмĕ виçĕ çавра (3 куплета) йĕрсе кăтартать N. Вăл вăрманта çӳрекелерĕ-çӳрекелерĕ, тет те, темскерле пĕр упа капкăнĕ çине кĕчĕ кайрĕ (наткнулся), тет. Пазух. Хĕрсем вăйăран кĕрсессĕн, каять урам илемĕ. Сĕнтерчĕ 37. Ниçта кĕре-кая пĕлмесĕр, кускаласа çӳрет. Могонин. Пĕр пусăк çын пĕчĕк çынăнне уй анине пĕр утăм пек кĕрсе сухаланă (запахал лишку). || Тайба-Т., К-Кушки. Калуш атта кĕмес. Капоши не лезут на сапоги (калоши малы для этих сапог). || Попадать, проникать. ЧС. Тăла çăпатисене пĕри те пал(л)аса сырман: хăшĕ алла кĕнĕ, çавна сырнă. N. Çав йывăçсем пĕтĕмпех пиçсе кайнăчĕ, хăшĕ çурри таран çунса кĕрсе кайнăчĕ (обгорели). Альш. Ялăн тулашне тухса, çĕре алтса кĕреççĕ те икĕ енчен, хапха пекки тăваççĕ. («Çĕнĕ вут кăларни»). Сюгал-Яуш. Кайран пĕр мăн полă кĕчĕ (поймалась). N. † Çинçе вăлтана кĕрекен, хăй те кăртăш чĕппи вăл. Цив. Пулă çавăн пекех кĕрет (ловится). О сохр. здор. Çапах та хăш-хăш таса мар япала тӳшек çитти витĕр те çапать: пысăк çынсен тарĕ, ача-пăчан шăкĕ кĕрсен, тӳшекрен вара пит шăршă кĕрекен пулать (пахнет). Сред. Юм. Ôра айне кĕрен вит! Ведь лезешь под ноги. N. Тĕтĕм коçа кĕрет, ят коçа кĕмест. (Послов.). Толст. Çамрăк турачĕсем пĕрĕнсе кĕнĕ (сморщились). Альш. Хай Утил (Удел) çинчен калаçса кĕрсе кайрăмăр (разговорились об...) эпир. Ib. † Çамрăк хĕрсене илем кĕмес, кĕмĕл тенкĕ çакмасан. || Подгонять друг друга. Шел. 80. Харăс çĕкленсе йĕрки-йĕркипе, пĕр-пĕрин çине кĕрсе пыраççĕ (косцы). || Напасть. Истор. Тутарсем çине пырса кĕрсе, кам алла лекнине йăлт вĕлерсе тухнă (они). Ib. Вăл тăшман вырăссенчен темиçе хут вăйлине курса, унăн çине кĕме хăраса тăнă. Алекс. Нев. Нимĕчсем тĕрлĕ енчен вĕсем çине пыра-пыра кĕнĕ. || Поселиться, поместиться, занять. Изамб. Т. Халĕ кам патĕнче пурăнат? Якур патне кĕнĕ (погорелец). Изванк. Унăн мĕн каланисене хут çине çырсан, виç-тăват листа çине те кĕрес çук. Орау. Ăçта кĕрет-ши ман?! (о еде: «куда это только у меня помещается?!» — т. е. я много ем). || Идти, уходить. Изамб. Т. Тума (на одежду) пилĕк аршăн пустав кĕрет (идет). N. П. С. ани çинче урапана кĕмерĕ. || Наняться, поступить на место, на работу. N. Кĕр хам пата тарçа, мĕн чул илетĕн укçа, тенĕ вăл. Истор. Годунов патшана кĕрсе-кĕрсе пит тĕплĕ кĕрсе ларасшăн пулнă. Регули 1216. Кĕрсенех (малтан, кĕрсенех; первей, кĕрсенех) йăвăрччĕ, кайран çăмăлланчĕ. || Коракыш. Кусем татах парăма кĕнĕ (вошли в долги). || Капк. Те лупас айĕнчи тин туса хунă чĕрĕ кирпĕçсем çинче йăваланнипе айăпа кĕнĕ (провинился). || N. Суйланă çынсем причака кĕмелле пулнă (должны были принять присягу). || Войти в употребление. Сред. Юм. Ĕлĕк çĕре ахаль виçнĕ, унтан вара сăнчăр кĕнĕ, пôрнан ĕмĕрте кĕççе кĕрет. Якейк. † Çынсам çинче порçăн тоттăр, пирĕн пуçа кĕрес çок, — кĕрес çок мар, тохас çок. || Войти в силу. N. Патшалăх Канашĕ тунă ĕç канашра ларакансенчен виç пайĕнчен икĕ пайĕ килĕштерсен тин (саккун) йĕркине кĕмелле пулнă. || Выйти в люди. С. Тим. † Эпир çук çын ывăлĕ-хĕрĕ, хăçан кĕрĕпĕр-ши çын çине? («çын çине кĕрес» означало «стать порядочным, состоятельным»). Девлизерк. † Атте-анненĕн пиллĕхĕ çитсен, пулмăпăр-ши эпĕр çынсем, кĕмĕпĕр-ши эпир çын çине? || Дожить до той или иной поры. Беседа 18. Микулай çапла мункуна кĕчĕ. N. Çуркунне иртсе кайрĕ, çăва кĕтĕмĕр. Альш. Йĕпе-сапана кĕриччен (пока не началось ненастное время). || Çăварни. Çакна илтсен, ĕнтĕ ăса кĕрес пулать (надо образумиться). N. Вĕсем куçĕсемпе курасшăн мар, кăмăлĕсемпе ăна кĕресшĕн мар (в ум прийти). || О запахе. Толст. Йытă хир чăххи йĕрĕпе малалла мĕн чухлĕ кайнă, çавăн чухлĕ ăна чăхă шăрши кĕререх парса пырать (пахло сильнее). СТИК. Ахтар, хăнчен тар шăрши кĕрет! || О купаньи. Ст. Чек. Пике те, шыва кĕрсен-кĕрсен, тухат. N. Çырма патне çитсен, ачасем пĕри те кĕресшĕн мар, пурте хăраççĕ. || О крещении. Истор. Çапла 988-мĕш çулта Киеври халăх пĕр кунтах тĕне кĕрсе пĕтнĕ. || Кан. Ĕлĕк хурал пӳрчĕ тĕттĕм, таса марччĕ, халь ĕнтĕ илемĕ кĕчĕ (стала опрятной). || Садиться (о ткани). См. тăла тĕртни. || В качестве вспомогательного гл. БАБ. Тултан пĕр чăхă тытса кĕрсе, пӳрт урайне яраççĕ. Ib. Вара хăй ман çăвартан ăша вĕрчĕ те, таçта кайса кĕчĕ (исчез). Альш. Акам, эсĕ ман хыçран питĕрсех кĕр (запри за мною) хапхана. N. Çта кайса кĕресех! Куда же бы это укрыться! N. Чопкаласа çӳрет, ниçта кайса кĕримаçть. Çта кайса кĕчĕ ку шăрши? Шурăм-п. Хăмла татса пĕтерсе кĕнĕ чухне, пĕр шалча лартса хăвараççĕ. Чăв.-к. Кăшт выляса кĕрем-ха! Ходар. Ачасем: вирĕм, тесен, савăнса, таçта та кайса кĕрĕç (несказанно обрадуются). Юрк. Пырса кĕтĕмĕр (взъехали) пĕр кĕпер çине.
(к'ӧ̆р, кэ̆р), осень. Завражн. Кĕр мăнтăр. Осень богата. Çутт. 51. Хура кĕр (когда грязно, холодно, темно). Çанталăк сивĕтет. Кан. Çу иртсе, кĕр çитрĕ. П. Патт. 19. Кĕре астуса илнĕ — кĕрте шапа таврашĕ юрламасть. N. Кĕркунне кĕр пит сивĕ килнипе... N. Кĕре кĕретпĕр. Начинается осень. Чем люди живы. Çаккăн кĕре хирĕç (к осени) пăртак укçи пекки пухăнкаланă (накопилось малость деньжонок). Тет. Кăçал кĕр вăрăм пулат. Сĕт-к. † Ки-кик-ка-как хор кайăк, кĕр каять те, çор килет, эпĕр апла полмăпăр. Кан. Çук, чăххисем кăçал та, ытти кĕрсенчи пекех, лайăх çăмарта туса параççĕ. Регули 1189. Кĕртенпе корман эп она. Я его не видал с осени. N. † Пиçен кутне пăр ларсан, кĕр пулнине пĕлтĕмĕр. Якейк. † Аçаллă-амаллă хор чĕппи кĕре çитет, тавар полать; эпĕр хамăр çанашкал. (Солд. п.). Орау. Кĕр киле пуçларĕ.
(к'ӧ̆р, кэ̆р), подр. более или менее резкому шуму. Иногда удваивает конечную согл. Сред. Юм. Пичке пăккине ал лекнĕ те, шыв кĕрр! турĕ (или: кĕрлерĕ) тбхрĕ. Ib. Пôш поталкка (пудовка) çине тырă ярсан, кĕрр! туса анать. Шел. 47. Урам тăрăх кĕр-кĕр-кĕр! тăпăртатса çӳреççĕ. || Подр. звуку, получающемуся от поддаваемого в бане пара. Сред. Юм. Мунчана вăйлă хôтсан, чôл çине ăшши парсан, кĕрр! çиç тăвать. Ib. Муньчари чôл ăшши пит нăмай чôхне кĕрр! тăвать. Пăртак пĕте пуçласан, чаш! тăвать; ôнтан вара — чашшш! кайран вара чăшш! çиç тăвать. || Подр. дружному хохоту. Шурăм-п. Ачасем пурте кĕр! ахăлтатса ячĕç. Толст. Çынсем, вăл йăтса тухнă япалана лайăхрах пăхса илсен, пурте кĕр! кулса ячĕç. || Подр. шуму при разговоре. Альш. † Мĕшĕн шавламастăр та, кĕр тумастăр, элле хуçи ятсене пĕлмесре (= пĕлместĕр-е)? Юрк. † Çакă пирĕн халăхсем пĕр сăмахпа кĕр тăват, (т. е. ограничиваются одними разговорами? Хĕр сăри юрри сăввисем). || Подр. дружному взлету стаи. Шорк. Салакайăксем кĕтӳпе кĕрр! вĕçсе карĕç. Тюрл. Кăвакарчăнсĕм кĕрр (к'ӧрр)! вĕçсе карĕç ошкăнĕпе. || Подр. звуку (гулу) большого колокола. Тюрл. Кĕрр (кӧ̆рр, звук ӧ̆ несколько приближается к ŏ). Сред. Юм. Хосан соборĕ чанĕ кĕрр! çапать. || Подр. шуму быстрой речки. Сред. Алг. † Тарăн çырма кĕр кĕрлет. || Сразу, дружно. Тюрл. Чăх-чĕпписем кĕр (к'ӧр) тохрĕç (вылупились все без остатка, сразу). N. Тата акнă вăрлăх харăс, кĕр шăтма кирлĕ. Шурăм-п. Вара пурте, кĕр тăрса, хăйсем пичĕсемпеле кăнтăрла енчи Эл кӳлли енелле çавăрăнса, келтума тытăнаççĕ. СПВВ. Кĕр тытăннă. Якейк. Порте кĕрр (к'э̆рр) тохса карĕç (вышли). Ib. Вăлсам пирĕн пата кĕрр килсе кĕчĕç (вошли все сразу).
(кэ̆р), толстый, тучный, жирный. И. С. Степ. Кĕр, тучный. N. Вăл турă тăвĕ, вăл кĕр ту (массивная гора), сĕтлĕ ту, вăл кĕр ту. ЧП. Пирĕн ялта хĕр вылять, те ял кĕртен, те мĕнтен. Мусир. † Сикрĕм-каçрăм пахчана, пĕтнĕк çулçи татмашкăн; пĕтнĕк çулçи кĕр пулчĕ, пирĕн тантăш ют пулчĕ. Ой-к. † Ялăм-йышăм ял пултăр, кӳршĕм-кӳпĕм кĕр пултăр. Сборн. по мед. Ут-выльăха çамрăк чухне чипер пăхса кĕр ӳстерсен, ватăлсан та вăл час шăранмасть (не спадет с тела), тетпĕр. Сред. Юм. Кăçал сôрăхсем, пит кĕр каçрĕç (провели зиму очень здоровыми, жирными). Ст. Чек. Ыраш кĕр пулнă. Шурăм-п. № 23. Сакайне кĕр (м. б. сразу?) çерçисем вĕçсе кĕчĕç. (Сакайне çĕрулми тăкни).
(к'ӧ̆р), то же, что кĕрĕ. Якейк. Кĕр виттĕр илни — çипсене кĕр виттĕр кăларни. Сред. Юм. Кĕр витĕр илес тесе, пир куммине кĕрĕ çиппи витĕр илессине калаççĕ. Производные см. кĕрĕ (ниченки).
неизв. сл. ЧП. Кĕске те сăхман, кĕр пĕрме. ЙФП. Кĕр пĕрмекле хĕр куртăм.
(кэ̆р), кругом. Изамб. Т. Исампаль ачисем кăна (его) кĕр сăрса илчĕç (окружили).
керергә (входить)
көз (осень)
[ker]
eniri (eniru)
пӳрте кĕрĕр — eniru (pluralo) hejmen
кĕмелли билет — enirbileto
[ker]
aŭtuno
кĕрхи — aŭtuna
кĕркунне — aŭtune
«осень»; кĕркунне «осень»; «осенью»; кĕрхи «осенний»; МК, полов., уйг., кирг., казах., ног. кӳз, узб. куз, алт. В, ойр., тув., хак., якут. кӳc, башк., тат. кӧз, туркм. гуüз, тур., гаг., кумык, гӳз, к. калп. гӳз «осень»; уйг. кӳзги, хак. кӳскӳ «осенний»; р ~ з, с.
«входить», «вступать», «въезжать», «заходить», «заезжать»; шыва кĕр «купаться»; МК, КБ, Зол. бл., Замахш., уйг., азерб., казах., ног., алт. В, ойр., тув., хак. кир, АФТ, туркм., тур., тат. гир, башк., тат. кер «входить»; Замахш., алт. В суга кир, тат. су кер «купаться».
Çавăн пекех пăхăр:
кĕпчек çĕççи кĕпчек пăри кĕпшĕл кĕпше « кĕр » кĕр çиппи кĕр çурти кĕр çурти каç кĕр кантри кĕр мăнтăрри