1.
розовый
кĕрен кĕпе — розовое платье
кĕрен пит — розовое лицо
кĕрен тĕслĕ — розового цвета
кĕренрех сарă — палевый
2.
темно-рыжий (о масти лошади)
темнорусый, бурый, саврасый
(к'ӧ̆рэн, кэ̆рэн'), розовый (Городище); малиновый (Максимкина). Пазух. Эп пасара каятăп, кĕрен ленти (у др. ленттă) илетĕп. М. Ăнтавăш. Кĕрен — розовый (напр., цветок розы). Йерк. 8. Сарă ука пек çӳçĕ çинчен масмак кĕрен пурçăнран, çулĕ кăкри çийĕнче шӳлкемисем тальăртан. ТХКА 108. Хăмăшсем тăрринче кăвак-сарă-шурă-кĕрен чечексем. (Сон). Нюш-к. Кĕрен (напр., чечек), цвет, похожий на цвет красной пропускной бумаги, но краснее и потемнее. Сред. Юм. Кĕрен — шôпкарах-хĕрлĕ (не очень красный). Шибач. Кĕрен кĕпепе, хора йĕмпе, карттуспала: камçи улĕ (чей сын)? тияççĕ? — Стаппан улĕ Ухваниç. Тюрл. Кĕрен, цвет «бордо». Тюрл., Уганд. Кĕрен — игрений («зеленоватый»). || Рыжий (о лошади). К. Кушки. Кĕрен лаша — бледнее цветом, чем «çӳрен лаша». Пухтел. Кĕрен = тĕттĕм-çӳрен. В. Олг. Кĕрен — ни торă мар, ни хора мар, ни çӧрен мар. КС. Кĕрен = хура-çӳрен. См. Paas. 64.
ал
«розовый», «малиновый»; башк., тат. кӧрән, кирг. кӳрӧн, ойр., хак. кӳрең, тув. хӳрен, якут. кӳрэнг «коричневый», «бурый»; казах. кызыл кӳрен «малиновый»; ср. монг. кӳрен, хӳрен «коричневый».
Çавăн пекех пăхăр:
кĕрелле кĕрем кĕрем чул кĕремеске « кĕрен » кĕрен çеçке кĕрен куç кĕрен лаша кĕрен пеликан Кĕрен уй