1.
колоться
— перевод зависит от свойств предмета:
откалываться, раскалываться, отламываться, отбиваться, разбиваться и т. д.
катăлса кай — отколоться, расколоться
турилкке катăлса кайрĕ — тарелка разбилась
чейник тути катăлса ӳкнĕ — носик у чайника отбит
2.
убывать, убавляться, уменьшаться, сокращаться (количественно)
кун катăлать — день убывает
пирĕн килйыш катăлчĕ — наша семья уменьшилась
3.
становиться ущербным (о луне)
уйăх катăлнă луна — на ущербе
4.
пораниться
разбиваться
сăмса катăлнă — у него разбит нос
◊
ăсран катăл — выжить из ума
чун катăлнă — человек умер
(кады̆л), отломаться, отбиться, отколоться. || Убывать. КС. Пирĕн кил-йыш пит йышлăччĕ, халь нуммай катăлчĕ. N. † Аттин йышĕ катăлчĕ, çич йот йышĕ хошăнчĕ. Шибач. Ĕçмели-çимали мĕн кирлĕ вăлсане порте пор, никçан та катăлмасть. Лартрĕ (посадила) çимашкăн: çи, тет. Б. Янгильд. Кун вăрăмлансах пырать, çĕр катăлса пырать. Юрк. Чӳлмексене эсĕ пит начар тăватăн, час катăлаççĕ. Ядр. Тата çапла тĕрĕслесе çырнăран, çĕршыв хурплăнĕ е катăлĕ, тесе те шухăшлама юрамасть. Токшик. Юр куненех катăлса пырать (тает). || Ущербаться. П. И. Орл. Карлачă уйăхĕ кăçал вăл çĕн-çула катăлчĕ. || Умирать. Изванк. Унтан вара киле тавăрăнтăмăр та, урапасене ăрамах тăварчĕç, састопсене, кĕреçесене те урапасем çинех хурса хăварчĕç. Киле илсе кĕрсен, аван мар, çын катăлать, теççĕ. Виç кун çитсен, вăл урапасене тин илсе кĕреççĕ. (Похороны). Собр. Мачча пĕрени шартлатсан, чун катăлать, теççĕ. (Звук).
Çавăн пекех пăхăр:
катăклă катăклă çоха катăклă шӳлкеме çыххи катăкла « катăл » катăлтар катăп катăр катăр çырли катăр-катăр