учащ, ф. от гл. кил. Альш. Ĕçрен пушана пуçласан, унта-кунта ыйткалама кая-кая килкелерĕç хăшĕ (погорельцы). Ib. Упăшки, ку килкеличчен, тавну (давно) килне килсе ларат, тет. N. Килкелесе карĕç. Приходили несколько раз. N. Эп сирĕн пата тата килкелĕп (буду захаживать). Янтик. Вĕсем пӳрте килкелесе кайрĕç-ха, вĕсене тек чĕнмесен тĕ юрĕ. К.-Кушки. Эсĕ пирĕн пата çакăн пек пушă кунсенче килкелесе лар (навещай нас). Ib. Пирĕн Таркан-пуçĕнчи аппасем çула кăна килкелесе каяççĕ, хĕле кĕрсен, килеймеççĕ вара. Альш. Çитет праçникĕмĕр Пукрав, килкелеççĕ хăнасем те; çуннă, тесе, чарăнсах тăмаççĕ ĕçесрен (после пожара). Йӳç. такăнт. 20. Ох-хо-хох! Тепле килкелĕç кĕçĕр: çунине ватĕç-и, хăйсем аманĕç-и! N. Вăл пĕрер хут çеç килкелесе каять.
Çавăн пекех пăхăр:
килйышла килкĕн килкарнче килкарти « килкеле » килкен килкен кайăк килкепе килкепе пошкарĕ киллĕ