1. кондоминиум (пĕр çĕр лаптăкне темиçе патшалăх тытса тăни) 2. пĕрлехи харпăрлăх (темиçе хуçа çĕр лаптăкĕпе ун çинчи çурт-йĕре пĕрле тытса тăни)
ç.с. Хваттерсен хуçисем пĕтĕм çурта пĕрлехи йышпа пăхса (йĕркене кĕртсе) пурăнни тата çавăн йышши çурт. Малашне пĕр-пĕр çуртра пурăнакансем çав çурта, унăн таврашне тытса тăрассишĕн хăйсем яваплă пулаççĕ. Çак «пĕрлехи харпăрлăха» пĕлтерекен ăнлава урăхла ... «кондоминиум» сăмахпа çирĕплетеççĕ... Кондоминиума тытса тăракан хуть мĕнле юлташлăх та хăйĕн çуртне лайăхрах тытма тăрăшĕ. Х-р, 12.02.1997, 1 с. Хоккеист [Павел Буре] Майамири чи чаплă кондоминиумсенчен пĕрин икĕ хутне йышăннă. ÇХ, 2000, 11 /, 5 с.
Çавăн пекех пăхăр:
кондициллĕ кондиционер кондиционный кондиция « кондоминиум » кондор кондуктор коневодство конёк Конер