п.в. Капмар пучахлă, çӳллĕ те тачка туналлă пулакан ӳсен-тăран тата унăн сарă та шултра вăрри; кукуруза. Çакăн чухлă вăй хурсан, юратса ĕçлесен, мĕншĕн çитĕнмĕ вăл кукурус. Хв. Уяр, 1965, 114 с. Н.Волкова ... куккурусăн 250 сортне мĕнле сăнани çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Х-р, 19.01.1999, 1 с. Куккуруспа соя — комбикорм завочĕсене, рис — халăха сутма. ХС, 1999, 19 /, 1 с.
— куккурус вăрлăхĕ (Г.Краснов, 1979, 123 с.); куккурус анисем (И.Шордан, 1985, 188 с.); кукурус ак (Х-р, 3.08.1993, 3 с.); куккурус çитĕнтер (Х-р, 8.06.1999, 4 с.); куккурус силосĕ (ХС, 1999, 31 /, 2 с.); куккурус çăнăхĕ (С-х, 2000, 36 /, 1 с.); куккурус çăвĕ (С-х, 2000, 37 /, 1 с.); куккурус çӳçи (С-х, 2001, 35 /, 3 с.);
— ВЧС, 1971, 309 с.; Ашмарин, VI, 267 с.
Çавăн пекех пăхăр:
Кукун çаранĕ Кукур кукуруза кукурук « кукурус » кукушка Кукушки кукша Кукша Иван Чартакĕ кукша кăвакал