1.
смех
улыбка
усмешка
вĕчĕх кулă — ядовитая улыбка
ирĕксĕр кулă — невольный смех
йĕрĕнчĕк кулă — презрительная улыбка
кулă çеç — смех, да и только
Каçхи ĕç ир кулли. — погов. Вечерняя работа утром вызывает смех. (соотв. Утро вечера мудренее).
2.
посмешище
çын кулли пул — быть предметом насмешек, стать посмешищем
ял кулли пул — быть предметом насмешек, стать посмешищем
колă, кул, смех; насмешник; посмешище; добыча. N. Спектаккăль вăхăтĕнче пурте кулăпа антăхнă. N. Кулă мар, ачасем, чăннипех каласа парăр-ха. Я говорю это серьезно; пожалуйста, объясните мне, в чем дело. ТХКА 7. Кулă мар вĕт вăл, ачасене амантнă пулсан, тет анне. Ала 31. † Атти улĕ виççĕччĕ, виç ул кулли эп пултăм. (Солд. п.). Юрк. Чăваш ячĕ ытти çынсемшĕн кулă пула пуçланă. Ib. † Пилĕкри пиçиххи, кăвак пиçиххи, Чул-хулана çитсессĕн, сутăç кулли пулат пулĕ. Янорс. Кушака кул, шăшие йĕр, теççĕ ваттисем. N. Корак-чакак колли полчĕ. Çĕнтерчĕ 16 Ib. Санăн куллу тăвас çук! N. † Ай, хăтаçăм (ятне кала)! Ан мухтансам хĕрĕпе, каччă кулли пулайĕ. Б. Хирлепы. † Кашкăр кулли ан тăвăр (в добычу волку не отдавайте). АПП. † Кĕске сăхман тăхăнас мар, усламçăсем кулли пулса çӳрес мар. Орау. Атте-анне пур çинчен çын куллиех пулмăп-ха. N. Хурт-кăпшанкă кулли пулать. ЙФН. Хĕр кĕлетки пек кĕлеткемччĕ, салтак шенел кулли пулчĕ (досталась на посмеяние солдатской шинели). Собр. Кулă пите çыпăçать, теççĕ. (Послов.). Шибач. † Шĕшкĕ лартрăм, сат турăм, мыри (= мăйрĕ) полчĕ шоп-шорă, хĕрсем колли вăл полчĕ. НС. Эпĕ, алăк патне пĕре пăхсан, хăраса каятăп, тепре пăхатăп та, кулла та чармалла мар. Чураль-к. † Умлуççи лартрăм, сат турăм, умли пулчĕ шап-шурă, татимарăм — каç пулчĕ, ачасем кулли вăл пулчĕ. Шĕшкĕ лартрăм, сат турăм, татимарăм — каç пулчĕ, сар хĕрсем кулли вăл пулчĕ. N. Каçхи ĕç — ир кулли, теççĕ. (Послов.) Сиктер. Калмаксем, чăваш хĕрне вăрласа, Атăлпа пынă чух, шăп (как раз) Атăл варрине çитсен, хĕрĕ: калмăк кулли пуличчен, Атăл кулли пулаяс! тесе, йĕрсе пĕтерчĕ, тет те Атăла сике пачĕ, тет. Шел. З9. Ку тĕслĕ те пулĕ-мĕн тĕнче кулли пурăнăç! N. Ял-йыш кулли ан пул. || Трхбл. Кулă! Смешно!
«смех»; МК, алт. И кӳлкӳ, АФТ, чаг. гӳлгӳ, уйг. кӳлкә, кӳлӳш, узб. кулги, азерб. кӳлӳш, туркм. гӳлки, тур. гӳлме, гӳлӳш, кирг. кӳлкӳ, казах., хак. кӳлки, к. калп., ног., хак. кӳлки, башк. кӧлкӧ, тат. кӧлке «смех». От кул (см.).
Çавăн пекех пăхăр:
кукшалан кукшаллă кукшин кул « кулă » кулăш кулăшçă кулăшлă кулăшла кулăшлан