1. мест. вопр.-относ.
какой, что за
мĕскерле итлемен ача ку! — что за непослушный ребенок!
кунçул камăн мĕскерле пулассине пĕлме йывар — трудно предугадать, у кого какая будет судьба
2. нареч. вопр.-относ.
как, каким образом
эсĕ кунта мĕскерле килсе çакланнă? — как ты сюда попал?
кала-ха, мĕскерле тумалла ку япалана — скажи, каким образом это сделать
какой; как; что (вопр.) Регули 938. Ку мĕскерле кĕпе? N. Мĕскерле япала вăл? (что такое?). Орау. Мĕн мĕскĕрли тияс. Ку мĕскерле кулеке? — Мĕн мĕскерли урапа ксустăрмине кăларас та, йăвантарас та хурас (навалить). N. Мĕскерле, ачам? Ну что, дитя? N. Мĕскерле, мĕн тумалла, ăна епле тӳрлетмелле? N. Мĕскерле, ана килĕшен пекки турĕç-и? Цив. Ашшĕ ыйтрĕ, тет: мĕскерле-мĕскерле пулчĕ ĕнтĕ (как было дело), тесе каларĕ, тет. СТИК. Мĕскĕрлескер (выражается недовольство говорящего лица) ку тата çер çĕмĕрттерсе килет! (Кого еще бог несет).
Çавăн пекех пăхăр:
мĕскĕнлет мĕскĕр мĕскелестер мĕскер « мĕскерле » мĕскерлех мĕскершĕн мĕски мĕслетсĕр мĕстĕрккен