Шырав: мамале
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(-л’э), назв. божества. Н. Седяк. Суя турă ячĕ, чăвашсем ăна пылпа, çăкăрпа чӳк тунă. Н. Карм. Мамалене пылпалан чӳклетпĕр юсман çине аслă киремете. Çирĕм-вăтăр çулта пĕре. См. мамале укçи. || Монеты, приносимые в жертву. Шибач. Мамале = тăхлан окçа, çырмана кайса пăрахаççĕ. Ib. Мамале парас. Н. Карм. Мамалепе чӳклес. Мошкев. † Чупрăм та тухрăм еп урама, илеймерĕм пăхăр мамале; ӳсрĕм те усрĕм, ӳсеймерĕм, çитеймерĕм ыр çын ачине. ДФФ. Пирĕн аттесем çав турăсене пурне те чӳк туса, е мамале пăрахса, е укçа пăрахса, е çурта лартса, е тата урăх тĕрлĕ парне парса пуççапатьчĕç. См. О чув. Этн. оч. неизв авт. ХVIII ст., 6.
Çавăн пекех пăхăр:
мамак мамаккай мамалĕ мамала « мамале » мамале укçи мамали мамаллă мамалла мамалле 2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.
2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.
2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.
2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.
2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.
2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.
2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.
2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.
Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.