(МАУНТЕЙНБАЙК), ç.с., спорт. Велосипед спорчĕн тĕсĕ, сăрт-туллă вырăнта ятарлă велосипедпа ăмăртни. Куславкка районĕнчи Карач ялĕнче çуралса ӳснĕ тĕнче класлă спорт мастерĕ Н.Пашкова Атлантăра иртнĕ XXVI Олимп вăййисенче маунтейнбайк енĕпе ăмăртрĕ. Х-р, 12.09.1996, 1 с. И.Ягупова маунтинбайк енĕпе ăмăртма Олимпиадăна тухса кайнă. ÇХ, 2000, 37 /, 1 с. Раççейăн пĕрлештернĕ командинче О.Иванова (хăвăрт утакан), ... И.Ягупова (маунтинбайк) тупăшма пултарчĕç. Х-р, 1.08.2000, 1 с.
— маунтейнбайк ăстисем (ÇХ, 1999, 4 /, 10 с.); Европăн маунтинбайк чемпионачĕ (ÇХ, 2000, 34 /, 10 с.); маунтинбайк енĕпе иртнĕ тĕнче чемпионачĕ (Х-р, 26.09.2001, 4 с.).
Çавăн пекех пăхăр:
матяк матякка матяр маузер « маунтинбайк » мафи мафиози мафия мах Махçирка