см. ним
ничто
манăн сана нимĕн те пама йурамасть — я не могу дать тебе ничего (вообще ничего)
нимĕнрен те пулăшмасăр хăварман — ни в чем не отказывался помочь
(н'имэ̆н'), ничто, ничего. Юрк. Нимĕн тума пĕлмесĕр каллех Алекçейне хăй патне чĕнсе илет. N. Вăл нимĕн те мар: хутаç хутаçах, сурпан сурпанах, тӳре мар [пишущий смешивает тӳрĕ (nom. dactonis), тӳре судья]. Юрк. Пӳрчĕ çуннине курсан, хăраса, ни сӳнтере, ни кăшкăра, нимĕн тума пĕлмеççĕ. Ib. Ку çапла ӳсĕрĕпе килте çук япалана, сутăн илменнине ыйта пуçласан, нимĕн калама та аптăрат. Баран. 87. Нимĕн тăвайман енне, ямшăк лаша таврашне тӳрлетсе çӳрет. N. Нимĕн мар айăпшăнах сана военный сута пама пултараççĕ. N. Халĕ вĕсем пĕри те нимĕн тума пĕлмеççĕ. Сборн. по мед. Вăл тĕле йĕппе чиксе пăхсан, нимĕн чухлĕ те ыратмасть. Альш. Тата çавăнтах, юнашарах, çиччĕ-саккăр тенкĕшерлĕх кĕмĕлсем çакăнса тăраççĕ, хыçалта нимĕнех те çук. Ib. Пĕри кĕрет, тепĕри тĕртет. Нименне пĕлмес, курма пынă (ребята). Букв. 1904. Ăна пытарнине эпĕ нимĕн те астумастăп. N. Ку вăрмана ĕнтĕ нимĕн пулсан та (ни в коем случае) касмăпăр, тесе тупа турĕç. N. Ун пек чух упи парăм илме пынă çын пек нимĕн час каймасăр, тек каллĕ-маллĕ пăхкаласа, çиме кăлăрса парасса кĕтсе тăнă. Синерь. Мăнаçи тирки ман тиркĕ, нимĕн туса та упĕнтереймĕн. (Йитем). N. Тарçи, нимĕне пĕлмесĕр, çав çырăва княç ашшĕ патне илсе çитерсе панă. КС. Нурса кайса выльăх лекĕрине илсе килтĕм, вăл та нимĕн пулнине те пĕлмерĕ (не мог определить болезни). Ст. Сережк. Алăсем-урасем шăнса кайса нимĕн туйми пулатчĕç. ТММ. Нимĕн çукран нимĕр. БАБ. Нимĕн тума та çук. Ничего нельзя поделать. N. Вĕсем ĕненменни туррăн тĕрĕслĕхне çухатать-и мĕн вăл? Нимĕн чухлĕ те (нисколько). О сохр. здор. Вара пилĕк тĕслĕ япаласем (вещества) пурте çителĕклĕ пулаççĕ, нимĕнĕ те сая каймасть. N. Нимĕнрен малтан чун çĕрне хушасшăн тăрăшас пулать. N. Çавна илсе кĕрсе пăрах та, вăл нимĕн те мар вилĕ. Изамб. Т. Укçа пур та мĕн, нимĕн те мар. ГТТ. Çын вĕлерни вĕсемшĕн нимĕн те мар. Ала. 11. Нимĕн туса та паман. || Никакой. Ст. Чек. Нимĕн тутарĕ те çук унта (вместо: пĕр тутар та çук унта; ниепле тутар та çук унта). N. Çапла вара пĕвесенче нимĕн шывĕ те юлмарĕ. N. Эпĕ мĕнлетлĕ шанса, ĕмĕтленсе тăнă çĕртен, нимĕн ĕçре те намăса юлман (не плошал).
берни, бернәрсә
Çавăн пекех пăхăр:
Нимĕç çăви нимĕç пăрçи нимĕçле нимĕçле çăра « нимĕн » нимĕн те нимĕн япала та нимĕнле нимĕнсĕрех нимĕнскер