Шырав: пăшал

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

ружье
ружейный
сунарçă пăшалĕ — охотничье ружье
пăшал аври — ложа ружья
пăшал кĕпçи — ствол ружья
пăшал пер — стрелять из ружья
Кашкăрпа каварла та пăшална авăрла. — посл. С волком уговаривайся, но ружье заряжай. (соотв. С медведем дружись, а за топор держись).
Ватă кайăкçă пăшалне пӳртре те тăратса çӳрет. (Кушак). — загадка Старый охотник и в избе ходит с поднятым ружьем. (Кошка).

тăм пăшал — бестолочь, глупец

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

пищаль; ружье; мушкет; пăшал кепçи – дуло; ружейный ствол; пăлаш хутаççи – напалище; пăшал вĕçĕнчи пăта – нацел; пăшал пер – стрелять из ружья. Есĕ мĕнĕш манăн пăшалпа перетĕн? - зачем ты стреляешь из моего ружья? пăшалçă кайăка (кайăк тытма, ухатана) кайать – охотник идет на охоту.

132 стр.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(пы̆жал), ружье (от русск. пищаль). Панклеи. Йăван салтаксам выртнă çĕреле пăшалне персе хăварать. КС. Пăшал каймарĕ, осеклось; пăшал тапать, отдает. IЬ. Мăн çăварлă пăшал, с широким дулом; ик çăварлă пăшал, двустволка. V. S. Ăшĕнче винтă пăри пек аяклă пăшал, винтовка. Абыз. Пăшалпа персе вĕлерттернĕ. Тораево. Пăшалне персе янă, пăшал тĕтĕмне усалсем тытайман. Из ружья выстрелил, черти не поймали дыма. N. Эпир пăшал пени чул тепри пăрçа та акман пулĕ. (Из писем). Собр. Тӳлеме хый каланă вăхăтран пĕр минут кая юлсанах, кам çитейманнийăн ятне пăхса, юнне пăшалпала перет, тет те, çав çын вилет, тет. N. Юлашкинчен пăшал çапса хăвараççĕ. Перев. Пирĕн çĕлĕксем асра та çук; эпир каллах, пăшал айне кĕрес мар тесе, пĕтĕм вăйпа тартăмăр. Нюш-к. Пăшал тапать (выстрела не получается и разрывается казенная часть). Сред. Юм. Пăшала ал вĕççĕн тытса персен, пăшал калла тапса кăкăра кӳпчекпе перет. Тип-Сирма. Пăшалпа персе пăрах, застрелить на смерть. N. Пăшал персе ярас, выстрелить. Вута-б. Пăшал çăварĕ, дуло; пăшал кĕпçи, ствол; пăшал хулли, шомпол; пăшал куракĕ, курок; çăра, замок; курак вĕçермелли, собачка или лайка; пăшал куч тимри, приклад; кĕпçе варри, прицел; пăшал тĕллемелли, мушка. N. Пăшалпа вĕрентеççĕ. Учат ружейным приемам. Баран. 64. Унтан çатан патне упаленсе пынă та, хуралçи урăх енелле пăхса тăнă хутран пăшалĕпе тĕллесе хуралçине яра панă. N. Пăшал каймарĕ. Ружье дало осечку. КС. Пăшал кĕпçи, ствол; кĕпçе ани (или: çăварĕ), дуло; чĕме, пăшал чĕми, прицел; пăшал кучĕ, ложа; çăри, замок; алтанĕ, курок; пучунккă, стержень, бабка; кут пăти; пăшал çакки, погон; пăшал хулли, шомпол. || Так называют хвост кошки. Орау. Кушака пĕçертĕм те, чӳречерен пăшалне тăратса тухса сикрĕ. IЬ. Пăшална тăратса çӳреттерем! (Гов. кошке)

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

«ружье». Из русск. пишаль.

Этимологи словарĕ (1996)

ружье < рус. пищаль.
Производные формы: пăшалçă охотник; пăшал тарĕ порох и многие другие оружейные термины (Ашм. Сл. X, 179-181) > мар. пычалзе (пычал + -зе) охотник; пышалтар (пышал + тар) порох (Федотов ЧМЯВ, 209).
См. Егоров ЭСЧЯ, 152.

Çавăн пекех пăхăр:

пăшăрхат пăшăх пăшăхла пăшăхтар « пăшал » пăшал ăсти пăшал çăварĕ пăшал çап пăшал авăрламалли патак пăшал аври

пăшал
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150