1.
крепнуть, становиться крепким, прочным
сенхерлесем пиçĕхнĕ — мышцы окрепли
2.
становиться гибким, упругим
чĕн пиçĕхнĕ — сыромятная кожа стала гибкой
3.
закаляться, становиться закаленным, выносливым
çапăçура пиçĕхнĕ салтак — закаленный в боях воин
4.
становиться опытным, умелым, получать навыки в чем-л.
ĕçре пиçĕхнĕ çын — 1) закаленный в труде человек 2) опытный работник
◊
пиçĕ чĕлхе — болтун
пиçĕ чир — диал. горячка
II.
5.
загорать, жариться, калиться
ачасем хĕвелпе пиçĕхеççĕ — дети загорают на солнце
6.
преть, подопревать (о теле)
ачан хул хушши пиçĕхнĕ — у ребенка подопрело под мышко
7.
воспаляться (о глазах)
8.
свертываться
сĕт вĕретсен пиçĕхсе ларчĕ — при кипячении молоко свернулось
(-з'-), опалиться. А. Турх. Пиçен тăрри пиçĕхнĕ, кеçĕр хĕрсем хирĕçнĕ. Шел. 139. Хăй пăшăхнă, пиçĕхнĕ, çамки тăрăх тар юхать. || Стать прочным, гибким. Орау. Пушăт пиçĕхнĕ (стало как ремень), çăпата тума аван. Хурамал. Чĕрĕ йывăçа касса пăрахсан, хĕвелпе пиçĕхет (çемçелет, авăнакан пулать, авсан та хуçăлмасть). Ходар. Хулăсем хай хĕлле шăнаççĕ, çавăнпа вара çав хулăсене пиçĕхсе выртма витене ăшă навус айне пăрахаççĕ. (Вирĕм). КС. Анчах ӳкернĕ пушăт патрак пулать, ăна пиçĕхме сакайне пăрахаççĕ, вара пушăт сĕткенĕ сарăхса ларса çирĕпленет. || Преть (о теле). Образовать как бы пролежины (о теле). Череп. Сред. Юм. Пĕчик ачасĕн шăкпа пĕç-хошши пиçĕхет, ăна çăкăр çинчи çăнăха хырса сапса тӳрлетеççĕ. Ст. Чек. Пиçĕхнĕ, перепрел (напр, промежность у ребенка). || Стать выносливым, получить навыки. Орау. Вăл ача ĕçре пиçĕхнĕ ĕнтĕ (= пурне те курнă) хăнк та тумаçть (ему нипочем), аван тарçă пулмалла. Сред. Юм. Пиçĕхнĕ, привык.
Çавăн пекех пăхăр:
пиçĕкки пиçĕлĕх пиçĕлен пиçĕм « пиçĕх » пиçĕхĕ пиçĕхтер пиçĕхӳ пиçен пиçен-таçан